Комментари хушас

24 Çу, 2021

Халăхсен туслăхĕн уявĕнче

Ульяновск облаçĕнчи Халăхсен туслăхĕн уявĕ 2017 çултанпа иртет. Ăна губернаторăн ятарлă хушăвĕпе йĕркеленĕ. Унччен уява  утă (июль) уйăхĕн 30-мĕшĕнче палăртатчĕç. Кăçал правительствăн ака уйăхĕнчи ларăвĕнче туслăх уявне çу уйăхне (виççĕмĕш шăматкунне) куçарма йышăннă.

- Халӑхсен туслӑхĕн кунӗ нацисем хушшинчи хутшӑнусен тытăмĕнче пӗлтерӗшлӗ уяв шутланать тата туслӑх символӗ пулса тӑрать. Мĕншĕн шăпах çу (май) уйăхĕн  виҫҫӗмӗш шӑматкунне суйласа илтĕмĕр-ха? Ку кун Атӑл юхан шывӗн (çăвăн 20-мĕшĕ) кунӗпе пĕр вăхăталла килет. Атӑл вара ун çыранĕнче пурăнакан пур халӑха та пӗрлештерсе тӑракан юхан шыв, - палӑртнă национальноҫсен ӗҫӗсен тата конфесси хушшинчи хутшӑнусен управленийӗн ертӳҫи Сергей Паховский.

Ульяновск облаçĕнчи Халăхсен туслăхĕн уявĕ  майӑн 22-мӗшӗнче "Губернаторский" халӑхсен туслӑхĕн керменӗ умĕнче 15.00 сехетре пуçланчĕ.

Кермен таврашĕнчи лапамра тĕрлĕ куравсем вырнаçнă, "Уҫӑ пӗлӗт айӗнчи этно-музей", "Этно-мастерсен вăрттăнлăхĕсем" площадкӑсенче ӑстасем хăйсен продукцине кăтартма, сутма илсе тухнă кăна мар, кăмăл тăвакансене тĕртме, çыхма, тĕрлеме, тăм чÿлмек тума вĕрентрĕç. "Этно-вулав ҫурчӗ" площадкăра облаçра тухса тăракан наци хаçачĕсем - чăвашсен „Канаш“, тутарсен „Эмет“, мордвасен „Ялгат“ - хăйсен куравĕсене тăратрĕç.  „Канаш“ хаçатпа сăн ÿкерĕнме чăвашсем кăна мар, ытти халăх çыннисем те кăмăл турĕç. Уявра литература вӑййисем, викторинӑсем, ӑсталӑх-классем пулчĕç, "Туссен сассисем" юрӑпа поэзи программин шайӗнче Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен наци чӗлхисемпе юрӑсем янӑрарӗç. Çак программăна Ульяновск облаçĕнчи чăваш çамрăкĕсен „Мерчен“ ансамбль тата 10 коллектив хастар хутшăнчĕ.

Кермен умĕнче пилĕк метрлă чĕрĕ пуканесем утса çÿрерĕç. Мăнастир умĕнче хӑнасене авалхи сӑмаварсенчен чей ĕçтерчĕç.  Халăхсен туслăхĕн ташă-флешмобĕ, пĕрремĕш каналпа пыракан „Голос“ тата "Виҫӗ аккорд" проектсен çăлтăрĕ Жан Милимеров (чикан) илемлĕ юрăсем шăрантарчĕ.

Облаçри кашни наципе культура автономийĕ хăйĕн халăхĕн культурин пуянлăхне кăтартма тăрăшрĕ. Чăвашсен илемлĕ çи-пуçĕпе, савăт-савипе, тĕрĕсемпе эрешсен илемлĕхĕпе хăнасене УОЧНКА ĕçтăвкомĕнчи  хĕрарăмсен канашне ертсе пыракан Елена Уресметова паллаштарчĕ. Ăна Анатолий Уресметов, Марийăпа Николай Хватинсем пулăшрĕç. Илемлĕ курав умĕнчен журналистсемпе репортерсем пăрăнмарĕç.

Халăхсен туслăхĕн уявĕ „Губернаторский“ керменти чаплă концертпа вĕçленчĕ. Чăваш, Мордва тата Тутар Республикинсен патшалăх юрăпа ташă, вырăссен „Волга“ ансамблĕсем пысăк сцена çинчен илемлĕ концерт пачĕç. Куракансем Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамбль кăтартнă юрăпа ташă композицине уйрăмах кăмăллă, тăвăллăн кĕтсе илчĕç. Маттурсем, чăваш ятне тата çÿлерех çĕклерĕç хальхинче артистсем.

www.hypar.ru Елена ТРОЯНСКАЯ сăнÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: