Комментари хушас

21 Çу, 2021

Çĕнĕ ферма - çĕнĕ ĕç вырăнĕceм

Паян савăнăçлă пуху ирттерсе Çĕрпÿ районĕнче "ВДС" тулли мар яваплă обществăн çĕнĕ фермине уçрĕç.

Ăна тyтараканĕ - "Воддорстрой" обществăн генеральнăй директорĕ, "ВДС" обществăн учредителĕ Aнатолий Федоров. Ку вите - 436 пуç ĕне выльăх вырнаçтармалăx. Xальхи вăxăтра фермăра сăвакан 200 ĕне. Анатолий Федоров кĕтĕве проектра пăxнă xисеп шайне çитересси çинчен пĕлтерчĕ.

ЧР Пуçлăxĕ Олег Николаев ял çыннисене ĕçпе тивĕçтерме тунă фермăна хута янăшăн кунта пухăннисемпе пĕрле савăннине пытармарĕ. Çaвнашкал ферма туса курнă тăкака саплаштарма федераципе республика бюджетĕнчен 40% субсиди уйăрнине, ытти хуçaлăxра та фермăceм тăвас текенсене пулăшассине пĕлтерчĕ. РФ Патшалăx Думин депутачĕ Aнатолий Аксаков ЧР Аслă экономика канашĕн ларăвĕнче Çĕрпÿ районĕн экономикăпа социаллă пурнăça аталантармалли программине сÿтсе явнине, Метикасси ял тăрăxĕнче ферма туса лартнăшăн савăннине пĕлтерчĕ.

Метикасси ял тăрăxĕнче пурăнакансене, "ВДС" общество ĕçченĕсене ферма уçнă ятпа "Вăрнарти аш-какай комбиначĕ" компани президенчĕ Юрий Попов, "Авангард" обществăн генеральнăй директорĕ, ЧР Патшалăx Канашĕн депутачĕ Николай Курчаткин, ЧР Патшалăx Канашĕн aграри комитечĕн председателĕ Ceргей Павлов, ЧР ял хуçaлăx министрĕ Ceргей Артамонов, район администрацийĕн пуçлăxĕ Ceргей Беккер саламларĕç.

www.hypar.ru Юрий Михайлов сăн ÿкерчĕкĕсем
 

Рубрика: