Комментари хушас

19 Çу, 2021

Никольские сума суса

Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче «Хыпар» хаçат никĕслевçин Николай Никольскин çуралнă кунне Муркаш районĕнчи Купăрляра паллă тăвасси йăлана кĕчĕ. Вăл çак тăрăхра çут тĕнчене килнĕ. Уява «хыпарçăсем» çулленех хутшăнаççĕ, унăн бюсчĕ умне чĕрĕ чечексем хураççĕ.

Кăçал, яланхи пекех, Николай Никольский ячĕпе йĕркеленĕ парка халăх йышлă пухăнчĕ. Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев ентешне Иван Яковлев Вĕрентекенĕмĕрпе танлаштарчĕ. Николай Васильевичăн хулăн ал çырăвĕсене тĕпчесе те пĕтерейменнине, унăн пилĕпе ĕç кал-кал пынине каларĕ. «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина Муркаш тăрăхĕ хăйĕн ывăлĕпе тивĕçлипех мухтаннине палăртрĕ, Николай Никольскин тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕ çинче чарăнса тăчĕ. «Хыпар» тухма пуçланăранпа кăçал 115 çул çитнине аса илтерчĕ, калем ăстисем хаçат никĕслевçин ĕçне малалла тăснине каларĕ.

Мичурин ячĕллĕ агрофирма пуçлăхĕ Борис Михайлов уява улмуççи хунавĕсем илсе килни вырăнлă пулчĕ. Вĕсене сумлă хăнасем парка лартса хăварчĕç.

www.hypar.ru Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...
 

Рубрика: