Комментари хушас

18 Çу, 2021

Энергетиксем Сăр çыранне тасатрĕç

Чăваш Енре «РусГидро» компанин федераци шайĕнчи «оБЕРЕГАй» ыркăмăллăх проекчĕ старт илчĕ.

Шучĕпе ку — РусГидрон «оБЕРЕГАй» ыркăмăллăх проекчĕн 17-мĕш сезонĕ. Çак акцие хутшăнса компани сотрудникĕсем тата волонтерсем çуллен юхан шывсен, кӳлĕ-пĕве çыранĕсене тĕрлĕ каяшран, çӳп-çапран тасатаççĕ.

Чăваш Енре кăçал «оБЕРЕГАй» поектăн черетлĕ тапхăрĕ иртнĕ эрнекун пуçланчĕ. Чăваш энергосбыт компанийĕн сотрудникĕсем экологипе çыхăннă хăйне евĕр уява Етĕрне хулинче, Сăр шывĕн çыранĕ çинче, йĕркелерĕç. Энергетиксем кунĕпе ĕçлесе 35 михĕ тĕрлĕ каяш пухрĕç — икĕ километр тăршшĕ çырана тасатрĕç. Çак пляж — хула çыннисем питĕ килĕштерекен кану вырăнĕ, эппин, халь кунта кану та кăмăллăрах тата хăтлăрах пулĕ.

Паллах, ЧЭСК ĕçченĕсем çакăнпа кăна çырлахмĕç — экологи акцийĕсем çулталăк тăршшĕпех пырĕç, çанталăк сивĕтсен кăна вĕçленĕç. Çывăх вăхăтра «оБЕРЕГАй» проектпа çыхăннă акцисем «РусГидро» ушкăна кĕрекен предприятисем ĕçлекен ытти регионта та иртĕç.

Палăртни вырăнлă: «оБЕРЕГАй» ыркăмăллăх проектне РусГидро 2005 çултанпа пурнăçлать. Çак çулсенче энергетиксем çырансене тасатса икĕ пин тонна ытла тĕрлĕ каяш пухнă, пляжсемпе çырансене тирпейлесе хăтлăх кӳнĕ, пин-пин йывăç-тĕм лартнă. Акци тĕллевĕ — граждансен социаллă хастарлăхне хавхалантарасси, патриотизм тата экологи яваплăхĕн туйăмне вăй парасси, çынсене тавралăха упрама, çут çанталăка юратма хăнăхтарасси.

www.hypar.ru Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ӳкерчĕкĕсем