Комментари хушас

17 Çу, 2021

Лагерьсем ачасене йышӑнма хатĕрленеҫҫĕ

Ҫапла палӑртрĕҫ паян ачасен "Волна" сиплев лагерĕнче иртнĕ ведомствӑсен хушшинчи комиссин ларӑвĕнче. Унта ачасен ҫуллахи канӑвне тата сиплевне йĕркелесси ҫинчен калаҫрĕҫ.

Лагерьсем ҫĕртмен 2-мĕшĕнче ĕҫлеме тытӑнĕҫ. Кӑҫал вӗсене алӑкĕсене яриех уҫма санитарипе эпидимиологи пĕтĕмлетĕвĕ кирлĕ пулать. Вӑл хула тулашĕнчи пур лагерĕн те пур. Кӑҫал лагерьсенче ĕҫлес текенсен вакцинаци тутармалла. Хальлĕхе 26 проценчĕ ҫеҫ ҫак утӑма тунӑ. Вожатӑйсем ҫителĕклĕ. Хӑш-пĕр лагерĕн пĕчĕк ҫитменлĕхсене пĕтермелле кӑна. Кун пирки тĕплĕнрех "Хыпар" хаҫатӑн черетлĕ кӑларӑмĕнче вуласа пĕлме май пулĕ.

www.hypar.ru Роза Власова сăн ÿкерчĕкĕ 
 

Рубрика: