Комментари хушас

28 Ака, 2021

Чӑвашла пӗлни таҫта та кирлӗ

"Хыпар" Издательство  ҫуртӗнче йӗркеленӗ чӑваш чӗлхи урокӗсем малалла пыраҫҫӗ. Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче черетлӗ заняти иртрӗ.

Чӗлхене вӗренме мӗнрен пуҫламалла? Пӗлӗве мӗнле анлӑлатмалла? Вырӑсларан чӑвашла куҫарнӑ чухне мӗнле йӑнӑшсенчен асӑрханмалла? Урок ӗҫӗ ҫак тата ытти ыйту тавра йӗркеленет.

Паллах, республикӑра пурӑнакан тӗп халӑхӑн чӗлхине пӗлни кунта пурӑнакансене пурне те кирлӗ. Ача садӗнче ӗҫлетӗн-и е патшалӑх службинче-и - ҫынсемпе пӗр чӗлхе тупмаллах. Ҫавӑнпах чӗлхене пачах пӗлменнисем те урока хаваспах ҫырӑнаҫҫӗ. Сӑмахран, хальхинче занятие тепӗр вӗренекен хушӑнчӗ. Вӑл - Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗн Леонид Черкесовӑн пулӑшуҫи Дмитрий Александров.

Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Дмитрий Викторович палӑртнӑ тӑрӑх, унӑн ачалӑхӗнче хулари шкулсенче чӑваш чӗлхи урокӗсем пулман. Анчах паянхи ӗҫӗ-хӗлӗнче ҫак чӗлхене пӗлни мӗн тери кирлине ӑнланса илнӗ вӑл. Ҫавӑнпа та ҫак уроксене ҫӳрени чӑвашла калаҫакансене ӑнланма, вӗсемпе ансат сӑмахсемпе те пулин хутшӑнма май парасса питӗ шанать.

Чӑваш чӗлхи урокӗсем малалла пыраҫҫӗ. Черетлӗ заняти уявсем хыҫҫӑн, ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пулать. 18 сехет тӗлне ҫак адреспа пымалла: Шупашкар, И. Яковлев проспекчӗ, 13 (Пичет ҫурчӗ), 7-мӗш хут, акт залӗ. Маларах 56-00-67 телефонпа шӑнкӑравласа ҫырӑнмалла.

www.hypar.ru Лариса Петрова сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: