Комментари хушас

22 Ака, 2021

Ачаран чăваш тĕррипе кăсăкланаççĕ

Чăваш тĕрри ытти халăха та илемĕпе, хăйне евĕрлĕхĕпе илĕртет. Ăна истори палăкĕпех танлаштарма пулать, мĕншĕн тесен тĕрре вуласан халăхăмăрăн историйĕ те уçăмланать. Чи пĕлтерĕшли вара, çакна ачаранах туйса ӳсесси, тăван халăх туприне хаклама вĕренсе пулас ăрусем патне çитересси.

Йăлана кĕнĕ тăрăх ӳнер промыслин «Паха тĕрĕ» фирми кăçал Ача-пăча пултарулăхĕн регионсен хушшинчи «Асамлă тĕрĕ тĕнчи» конкурсне 11-мĕш хутчен ирттерчĕ. Унта 1-11-мĕш классенче вĕренекенсемпе студентсем хутшăнчĕç. Вĕсем пурĕ 5 номинацире тупăшрĕç.

Çĕнтерӳçĕсен чыславĕ Кӳкеçри Культура çуртĕнче иртрĕ. Чăваш хĕрарăмĕсен союзĕн председателĕн заместителĕ Нина Глотова конкурса нумай ĕç килнишĕн савăннине палăртрĕ. Хутшăнакансем республика тулашĕнчен те пулни вара уйрăмах хавхалантарать. «Конкурса ярса панă презентацисемпе пултарулăх ĕçĕсене куратăп та чăваш тĕррин йăли-йĕрки упранса юлать, аталанать тесе çирĕппĕнех калама пултаратăп. Халăхăмăрăн хăйне евĕрлĕ искусстви — хĕрарăмăн шанчăклă аллинче», — терĕ Нина Михайловна.

«Хыпар» Издательство çурчĕн тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина конкурсăн çĕнтерӳçисемпе призерĕсене саламланă май «Паха тĕрĕ» фирмăн ертӳçинчен Наталия Посынкинаран тĕлĕннине, унпа мăнаçланнине палăртмасăр хăвармарĕ. «Наталия Ивановна чăваш чĕлхипе кулленхи пурнăçра усă курмасан та халăхăмăрн культурине мĕнле юратмаллине тĕслĕхпе кăтартать. 90-мĕш çулсенче «Паха тĕрĕ» саланма тытăнсан вăл ăна çĕнĕрен чĕртсе тăратма май тупнă, халăхăмăршăн мĕн тери пĕлтерĕшлине ăнланнă. Чăваш культурине юратасси вара амăшĕ ача чухне парнеленĕ чăваш тĕрриллĕ кĕперен пуçланнă. Малтанлăха «Паха тĕрĕ» район шайĕнчи предприяти çеç пулнă, паян вăл пĕтĕм республикăна тивĕçлипе кăтартать. Чăвашла калаçма вĕрениччен пирĕн пурин те тăван культурăна туйса илмелле, юратма вĕренмелле», - терĕ Татьяна Геннадиевна.

«Асамлă тĕрĕ тĕнчи» конкурсăн «Ӳнер искусстви» номинацийĕнче Полина Андрианова тата Валерия Дмитриева /Шупашкар районĕ, Кӳкеçри ача-пăча искусствин шкулĕ/ çĕнтернĕ. «Сăвă» номинацире Дарья Степановăна /Шупашкар, 1-мĕш шкул/ тата Софья Лукинана /Шупашкар, 62-мĕш шкул/ çитекен пулман. «Ал ĕç искусстви — Чăваш эрешĕллĕ сувенирсем» номинацире Милана Гусевăн /Шупашкарти 33-мĕш шкул/ тата Шупашкар районĕнчи Ача-пăча пултарулăхĕн центрĕн ушкăнпа хатĕрленĕ ĕçĕсене чи лайăххисем тесе палăртнă. «Ал ĕç искусстви. Алăпа хатĕрленĕ чăваш тĕрриллĕ лаптак япаласем» номинаци çĕнтерӳçисем — Елизавета Карягина /Шупашкар, 62-мĕш шкул/, Кристина Петрова /Етĕрне районĕ, Урпаш шкулĕ/ тата Мария Ядрицова /И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ/. «Дизайн» номинацире Виктория Семенова /Шупашкар районĕ, Кӳкеçри ача-пăча искусствисен шкул/ тата Эвелина Васильева /Шупашкар районĕ, Кармаш шкулĕ/ 1-мĕш вырăна тивĕçнĕ.

www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: