Комментари хушас

21 Ака, 2021

Чăвашла тĕрĕс калаçма вĕренетпĕр

Чăвашла калаçма вĕренес тата чĕлхе пĕлĕвне лайăхлатас текенсене «Хыпар» Издательство çурчĕ пулăшас терĕ – ятарлă уроксем ирттерме тытăнчĕ.

Ку ытларикун пĕрремĕш заняти пулчĕ. Унта Елена Светлая çыравçă, хулари ача сачĕсенче тăрăшакансем тата аякри Тюменьрен килсе çитнĕ йăхташăмăр Валентина Шатрашанова хутшăнчĕç. Уроксене ирттерекенсем — «Хыпар» Издательство çурчĕн тĕп редакторĕн заместителĕ Дмитрий Моисеев тата «Çамрăксен хаçачĕн» корреспонденчĕ Ольга Калитова. Вĕренекенсем икĕ ушкăна пайланчĕç — чăвашла пачах та пĕлменнисем тата чĕлхе пĕлĕвне лайăхлатас текенсем.

Кирек ăçта каяс пулсан та вырăнти халăхпа пĕр чĕлхе тупма хутшăну сăмахĕсене пĕлмеллех. Чăваш чĕлхи урокĕ шăпах çак сăмахсенчен пуçланчĕ те. Елена Светлая чăваш сас паллийĕсене калама йывăртарах килнине палăртрĕ, çапах та Ольга Юрьевна хыççăн пĕтĕмпех тĕрĕс каласа пычĕ.

Ача сачĕсенче ĕçлекенсем чăвашла куçарусем хатĕрленĕ чухне мĕнлерех йывăрлăхсемпе тĕл пулнине пĕлтерчĕç. Ку енчен вĕсене Дмитрий Андреевич мĕн асра тытмаллине ăнлантарчĕ, хăш-пĕр куçару тĕслĕхĕпе паллаштарчĕ. Чăваш тата вырăс чĕлхисем пĕр ушкăнра тăманнипе предложении йĕркелесси те уйрăлса тăрать. Çакна шута илмеллине тата ытти правилăна вĕренекенсем блокнота çырса пычĕç.

Уроксем малалла пыраççĕ. Чĕлхе пĕлĕвне лайăхлатас текенсене тепĕр ытларикун 18 сехетре «Хыпар» Издательство çурчĕн акт залĕнче кĕтетпĕр. Ручкăпа блокнот тата вĕренес туртăм пулсан çителĕклĕ.

www.hypar.ru Лариса ПЕТРОВА сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: