Комментари хушас

12 Ака, 2021

Парадпа, анчах салютсăр

Çу уйăхĕнчи уявсене мĕнлерех паллă тăвăпăр-ши? Кун пирки культура министрĕ Светлана Каликова тунтикунсерен ирттерекен канашлура паллаштарчĕ.

Чăн та, хальлĕхе чылай мероприяти шăпи уçăмсăр-ха — пандеми хăрушлăхне кура Роспотребнадзор мĕн каласса кĕтмелле. Калăпăр, йăлана кĕнĕ «Вилĕмсĕр полк». Культура министерстви онлайн майпа йĕркелеме сĕнет — ыйтăва кăшт каярах татса парĕç. Çуркуннепе ĕç уявĕнчи халăх йышлă хутшăнакан митинг-демонстраци пулмĕ. Çĕнтерӳ кунĕнчи пĕрлехи полк парадне вара ирттереççех. Вăрçă ветеранĕсене парнесемпе савăнтарасси те — иккĕленӳсĕр.

Уявсем пирки каланă май Олег Николаев коронавирус инфекцийĕн хăрушлăхĕ сирĕлменнине аса илтерчĕ — юлашки кунсенче чир ернисен шучĕ кăшт пысăкланни те сисĕнет. Çак условисенче, паллах, хăрушлăх çине алă сулса халăх йышлă пухăнакан мероприятисем йĕркелени вырăнсăр. Апла тăк уяв концерчĕ те, салют та пулмĕç.

www.hypar.ru

 

Рубрика: