Комментари хушас

7 Ака, 2021

Журналистсем социаллă сетьсемпе ĕçлессине лайăхлатаççĕ

Чăваш Республикин массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем валли черетлĕ семинар иртрĕ. Унта "Хыпар" Издательство çурчĕн ĕçченĕсем те хутшăнчĕç.

Паянхи кун социаллă сетьсен пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине шута илсе вĕсенче хаçат-журналăн ушкăнĕсене сарассипе ăсталăх класĕсем иртрĕç. Пирĕн республикăра Телеграм канал вăй илсех кайман-ха. Çавăнпа ку енĕпе ĕçлес пулсан хальлĕхе конкуренци çуккине палăртрĕ "Грани" Издательство çурчĕн журналисчĕ Дмитрий Новак.

Юлашки вăхăтра анлă сарăлнă ТикТок платформăна чылайăшĕ ача-пăча валли тесе шухăшлать пулсан ку тĕрĕсех мар, унта ытларах 20-40 çулсенчи çамрăксем лараççĕ. Ав, Канаш районĕн "Канаш" хаçачĕн журналисчĕ Артемий Мясников ку енĕпе уйрăмах ăнăçлă ĕçлет. Ăна 92 пине яхăн çын пăхса тăрать. Чылайăшĕ - ют çĕршывран. Эппин, чăваш пурнăçĕпе вăл пĕтĕм тĕнчене паллаштарать. Хаçатăн тĕп редакторĕ Людмила Шурекова социаллă сетьсем пичет кăларăмне аталантарма мĕнле пулăшнине ăнлантарчĕ.

Семинара аякран килнĕ ăстасем те сăмах илчĕç. Акă "7 k pictures, Studio 17 Agency" телекомпани хуçи, режиссерĕ Нил Слепухин социаллă сетьсемпе ĕçленĕ чухне мĕне тимлĕх уйăрмаллине асăнчĕ. Хусан федераци университечĕн журналистика кафедрин доценчĕ Роман Баканов вара аудиторие илĕртмелли мелсемпе паллаштарчĕ, "çĕнĕ журнализмăн" ăслайĕсем çинчен каларĕ. Практика ĕçĕ те ирттерчĕ.

Ушкăнсене тытса пынă чухне мĕнле йăнăшсем туни çинчен Чăваш Енĕн тĕп управленийĕн ĕçченĕ Алина Кириллова ăнлантарчĕ.

Семинар усăллă иртрĕ. Йĕркелÿçĕсем çавнашкал занятисене малашне те ирттерме шантарчĕç.

www.hypar.ru Лариса Петрова сăн ÿкерчĕкĕ