Комментари хушас

5 Пуш, 2021

Юрий Сементерӗн пултарулӑх каҫӗ иртрӗ

Чӑваш ҫĕрĕ яланах ҫыравҫӑсемпе пуян пулнӑ. Халĕ те ҫаплах. Вĕсен йышĕнче ҫамрӑксем те пурри савӑнтарать. Анчах Юрий Сементере никампа та танлаштараймӑн.

Унӑн ячӗ литература тӳпинче ҫутӑ ҫӑлтӑр пек ялкӑшса тӑрать. Чĕлхи питĕ ҫивĕч, ҫирĕп, сӑнарлӑ. Тӑван сӑмаха упраса аталантаракансенчен пӗри вӑл. Унӑн поэзийĕнче ют чĕлхерен кĕнĕ сӑмах пачах ҫук. Чӑваш чĕлхи уншӑн - асамлӑ. Ҫапла палӑртрĕҫ паян Юрий Сементерӗн Ҫеҫпĕл Мишши ячĕллĕ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрĕнче иртнӗ пултарулӑх каҫĕнче. Ӑна Чӑваш халӑх поэчĕ 80 ҫул тултарнине халалланӑ. Ку уяв чӑваш халӑхĕ хӑйĕн мухтавлӑ ывӑлне питĕ юратнине, хисепленине кӑтартса пачĕ.

Сцена ҫинчен саламлакан сумлӑ хӑна нумай пулчĕ. Вĕсен йышӑнче ЧР культура министрĕ Светлана Каликова, ЧР Профессионал писательсен ертӳҫи Лидия Филиппова, Красноармейски район администрацийĕн пуҫлӑхĕ Александр Кузнецов, "Трак ен" ентешлĕхĕн ертӳҫи Алексей Львов, депутатсем тата ыттисем саламларĕҫ, пултарулӑхра тата пысӑк ҫитĕнӳсем тума ҫирĕп сывлӑх, вӑрӑм ĕмĕр сунчĕҫ.

Тĕплĕнрех - "Хыпар" хаҫатӑн черетлĕ кӑларӑмĕнче.

www.hypar.ru
 

Рубрика: