Комментари хушас

4 Пуш, 2021

Хĕрарăма йăл кулă илем кӳрет

Йăлана кĕнĕ йĕркепе пуш уйăхĕн 8-мĕшĕ умĕн хĕрарăмсене саламлаççĕ. Уяв кĕреки кăçал Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче вырнаçрĕ. Унта республикăри паллă хĕрарăмсем пуçтарăнчĕç.

Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн ертӳçи Наталья Николаева каланă тăрăх, кашни хĕрарăм истори çырать. «Хĕрарăмсем ĕçре кăна мар, вăрçă вăхăтĕнче те алла пăшал тытса, окоп чавса паттăрлăх кăтартнă. Паянхи кун та хĕрарăмсем арçынпа тан утаççĕ, нимĕнле йывăр ĕçрен те шикленмесĕр тăрăшаççĕ, пысăк çитĕнӳсем туса тĕлĕнтереççĕ», — терĕ Наталья Алексеевна. Вăл пултаруллă хĕрарăмсене хисеп хучĕпе, союзăн медалĕпе чысларĕ. Ку наградăсене культура министрĕ Светлана Каликова, ЧР тава тивĕçлĕ экономисчĕ Наталия Партасова, Çĕнĕ Шупашкарти музей директорĕ Нина Глотова тивĕçрĕç. «Хĕрарăма йăл кулă илем кӳрет, лайăх кăмăл хитрелетет. Пурнăçра савăнмалли ытларах пултăрччĕ, чунра яланах хаваслă туйăм хуçалантăрччĕ», — терĕ Наталия Юрьевна.

Хĕрарăмсене арçын министрсем, депутатсем, ертӳçĕсем саламласа чечек парнелерĕç. «Эсир арçынсене вăйлататăр, палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме пулăшатăр, паттăрла ĕçсем тума хавхалантаратăр. Эсир пурнăç парнелесе амăшлăх юратăвне паратăр. Кил ăшшине упраса ун вучахне хĕмлентерсе тăратăр», — терĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев. Уяв юрă-ташăран пуян пулчĕ, кĕрекере ăшă сăмахсем, çунатлантаракан сăвăсем нумай янăрарĕç.

www.hypar.ru Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...