Комментари хушас

24 Нарăс, 2021

Ĕç планĕ хатĕр — çанă тавăрма вăхăт

Правительство юнкунхи ларура ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырăва пурнăçламалли комплекслă плана çирĕплетрĕ.

21-мĕш çулта пурнăçламалли мероприятисене 21 çул-йĕрпе палăртнă. Вĕсемпе экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов паллаштарчĕ. Чи малтанах — социаллă сферăна, çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатмалли ĕçсем. Çав шутра Дмитрий Иванович республикăра кăçал сывлăх сыхлавĕн ултă теçетке об±ектне хута ямаллине асăнчĕ. Çакă çынсен пурнăçĕн вăтам тăршшĕне 80 çула çитерес тĕллеве тӳрре кăларма пулăшмалла.

Вĕрентӳ сферинчи ĕç калăпăшĕ те пысăк. Ачасене шкулсенчи, садиксенчи вырăнсемпе тивĕçтермелле. Ача сачĕсем тумалла, Муркаш районĕнче — шкул, Патăрьел районĕнче шкулăн хушма çуртне çĕклемелле. Çавăн пекех цифра трансформацийĕпе çыхăннă тĕллевсем пысăк: муниципалитетсемпе патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен чĕрĕкĕнчен кая мар пайне дистанци мелĕ çине куçармаллла.

Çул-йĕр строительстви пирки каланă май министр кăçал Шупашкарти Граждан урамĕнчи автоçул реконструкцине пурнăçламаллине, виççĕмĕш çурма ункă строительствин проектне хатĕрлессине вĕçлемеллине палăртрĕ. Пурăнмалли çурт-йĕр строительстви пирки те калаçу пулчĕ. Кăçал 700 пин тăваткал метртан кая мар çурт-йĕр хута ямалла — пĕлтĕрхинчен чылай ытларах.

Финанс министрĕ Михаил Ноздряков комплекслă планри ĕçсене республикăн 2021 çулхи бюджетне улшăнусем кĕртессипе çураçăллă тума чĕнсе каларĕ — кашни министерствăн хăйĕн яваплăхĕнчи ыйтусене тепĕр хут тĕплĕ тишкермелле. Бюджета кĕртмелли тӳрлетӳсене вара хатĕрлесе çитернĕ ĕнтĕ. Чи малтанах бюджет тупăшĕ иртнĕ çулхинчен 2 миллиард тенкĕ пысăкланассине палăртмалла.

Михаил Геннадьевич çитес эрнекунах тивĕçлĕ саккун проектне пăхса тухмашкăн Министрсен Кабинечĕн черетсĕр ларăвне ирттерме сĕнчĕ. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев сĕнĕве йышăнчĕ. Правительство улшăнусене çак эрнерех ырласан Патшалăх Канашĕ саккун проектне пуш уйăхĕнчи сессире тишкерме пултарĕ.

Олег Алексеевич комплекслă план темине пĕтĕмлетнĕ май пурăнмалли çурт-йĕр строительствин теми çинче тĕплĕнрех чарăнса тăчĕ. План — догма мар, унта улшăнусем кĕртме пулать. Çавăнпа та вăл пурăнмалли çурт-йĕпе çыхăннă ĕçсене тĕплĕ тишкерме сĕнчĕ, пысăк строительство компанийĕсен планĕсене, муниципалитетсен комплекслă строительство валли уйăрма май пур лаптăкĕсене хакламалли çинчен каларĕ. Тепĕр самант — арендăна памалли çурт-йĕр строительстви. «Çак енĕпе чи малтан кам ĕçе пуçăнать — вăл шурă лаша çинче пулĕ. Малашне шăпах арендăна памалли çурт-йĕр тăвасси вăйлă аталанĕ. Ку тема тĕлĕшпе пысăк финанс тытăмĕсен интересĕ пысăк…» — — терĕ регион ертӳçи строительство рынокĕнчи çĕнĕлĕхе ĕçе кĕртес тĕлĕшпе тимлĕ пулмаллине палăртса.

www.hypar.ru