Комментари хушас

9 Нарăс, 2021

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Йĕпреç районĕнче пулчĕ

"Пурнӑҫланӑ ĕҫ-хĕле тишкермеллех, йывӑрлӑхсене,тĕллевсене палӑртмалла, унтан малалла утмалла", - палӑртрĕ ЧР Пуҫлӑхĕ Олег Николаев Йĕпреҫ тӑрӑхĕнче пулнӑ май. Вӑрманлӑ тӑрӑхра районӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне пĕтĕмлетрĕҫ, 2021 ҫулта тумалли ĕҫ-хĕле палӑртрĕҫ.

Малтанах Олег Алексевич Йĕпреҫри 1-мĕш шкула ҫитсе курчĕ. Кунта 2020 ҫулта юсав ĕҫĕсем ирттернĕ. Пĕлӳ ҫуртне 1974 ҫулта хута янӑ. Вӑл виҫĕ ҫуртран тӑрать. Пĕлтĕр кĕҫĕн классенче вĕренекен корпусне 13 миллион тенкĕлĕх ҫĕнетнĕ. Шкул директорĕ Владимир Романов пĕлтернĕ тӑрӑх, хутса ӑшӑтмалли тата электричество тытӑмĕсене, маччана, урайсемпе алӑксене, чӳречесене улӑштарнӑ. 2021 ҫулта юсав ĕҫĕсене малалла тӑсĕҫ Йĕпреҫсем. Тĕп корпуса тата мастерскойсене ҫĕнетме палӑртнӑ. Ҫак тĕллевпе 32 миллион тенкĕ расхутлама палӑртнӑ. Асӑннӑ шкулта паян 949 ача пĕлӳ илет. Кунта Йĕпреҫ поселокĕнчи тата ҫывӑхри ялсенчи ачасем вĕренеҫҫĕ. Вĕсене икĕ автобус илсе ҫӳрет. Олег Алексеевич акт залĕпе столовӑя та кĕрсе курчĕ. Пĕлӳ заведенийĕнче ачасене тĕрĕ тĕрлеме те, йывӑҫран каскалама та, илемлĕ япаласем ӑсталама та вĕрентеҫҫĕ. Пĕр сӑмахпа,тĕрлĕ енлĕн аталантарма тӑрӑшаҫҫĕ. 1-4-мĕш классенче вĕренекенсене 100 проценчĕпех вĕри апатпа тивĕҫтереҫҫĕ. Пĕлӳ завеленийĕнче медицина тата стоматологи кабинечĕсем пур. Ҫитес вӑзӑтра футбол уйĕ, волейболла тата баскетболла вылямалли площадкӑсем тума палӑртнӑ кунта.

"Ҫитес 5 ҫулта республикăри пур шкула та юсаса ҫĕнетесшĕн", - палӑртрĕ Олег Алексеевич Йĕпреҫ районĕн администрацийĕнче ирттернĕ ларура. Йĕпреҫ районĕн администрацийĕн пуҫлӑхĕ Игорь Семенов 2020 ҫулта тунӑ ĕҫ-хĕл ҫинчен каласа пачĕ, малашлӑх планĕсем ҫинче чарӑнчĕ. Район пĕтĕмĕшле начар мар аталаннине палӑртрĕҫ. 2021 ҫулта ку хутлӑхра чылай ҫул-йĕре ҫĕнетме палӑртнӑ.

Йĕпреҫсем пурнӑҫран юлмаҫҫĕ, тĕрлĕ программӑна хутшӑнаҫҫĕ. Кунта юлашки вӑхӑтра фермерсен шучĕ ӳснĕ. Пушӑ выртакан ҫĕрсене пусӑ.ҫаврӑнӑшне ытларах кĕртнĕ. 4 фермер гранд илме тӑратнӑ пулнӑ пĕлтĕр. Шел,тухайман. Ку тӑрӑхра ял тӑрӑхĕсен пуҫлӑхĕсем "Пуҫаруллӑ бюджет" программэпа 45 проект тэратнӑ 2020-2021 ҫулсенче. Шыв башнисене юсас енĕпе те палӑрнӑ Йĕпреҫсем. Ҫак тĕллевпе кунта 11 миллион тенкĕ уйӑрнӑ,11 башньӑна ҫĕнетнĕ.

"Район республикӑри малта пыракансен йышне те кĕме пултарать. Никĕс те, пултаруллӑ ҫынсем те пур, хавхаланса, туртӑнса ĕҫлемелле кӑна", - пĕтĕмлетрĕҫ ларура.

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.