Комментари хушас

2 Нарăс, 2021

Тĕллевсем уçăмлă, вĕсене пурнăçламалла

«Мĕн палăртнине пĕр сехетре пĕтĕмпех калама май çук. Паян эпир тĕп ыйтусене асăнтрăмăр. Вĕсене пĕр тĕвве пуçтарса пурнăçа кĕртни ытти ыйтăва та уçăмлатма май парĕ», — терĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хăйĕн ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕпе паллаштарнă хыççăн. Ăна итленисем вара хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç.

Алла САЛАЕВА, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — вĕрентӳ министрĕ:

— Олег Алексеевич Патшалăх Канашне янă Çырура тĕллевсене уçăмлă лартнă, вĕсене хăçан пурнăçламаллине те палăртнă. Çырура кăтартнă чи пĕлтерĕшлĕ енсенчен пĕри, вĕренӳ пирки калатпăр пулсан, — Чăваш Республикинчи 50 процент таран кивелнĕ вĕренӳ учрежденийĕсене çĕнетесси. Мĕншĕн тесен çĕнĕ шкула тата ача садне çӳрекенсем республикăри юрăхсăра тухма пуçланă об˜ектсене чун туртманни пирки калаяççĕ. Çавăнпа çак ĕç валли укçа уйăрĕç, модернизаци стандартне çирĕплетĕç. Çав стандарта шкул таврашне хăтлăлатасси те, спорт лапамне йĕркелесси те кĕреççĕ. Тата, паллах, ашшĕ-амăшне хумхантаракан ыйтусене татса парасси те — чи пĕлтерĕшлĕ тĕллевсенчен пĕри. Пĕлтерĕшлĕ тепĕр самант — чăваш чĕлхин вĕренӳ кĕнеки. Юлашки хутчен ăна 2010 çулта пичетлесе кăларнă. Унтанпа вăхăт самай иртрĕ. Паянхи ачасем пачах урăх. Çавăнпа чăваш чĕлхи аталантăр, халăхăн йăли-йĕркине упраса хăварас тесен, паллах, ачасемпе тăван чĕлхепе калаçмалла. Эпир Вĕрентӳ институчĕпе, специалистсемпе, преподавательсемпе учебнике хаваспах хатĕрлĕпĕр. Ку ĕçе мĕнле, хăш вăхăтчен пурнăçламаллине пĕлетпĕр, çавăнпа халех пуçăнăпăр. Республика Пуçлăхĕ çавăн пекех тĕп хулари шкулсем апатланăва йĕркелес енĕпе районсенчи вĕренӳ учрежденийĕсен кураторĕсем пулнине палăртрĕ. Курăмлă тĕслĕхсене шута илĕпĕр, аталантарăпăр, пурнăçа кĕртĕпĕр. Чи лайăх специалистсем республикăри шкулсенче апатланăва тĕрĕс йĕркелеме пулăшĕç. Ачасем вĕренӳ учрежденийĕнчен хăть мĕн чухлĕ аякра пурăнсан та лайăх пĕлӳ илме пултарччăр. Çавăн патне туртăнăпăр. Паллах, Олег Алексеевичăн Çырура социаллă сферăна аталантарсси çинчен пайăррăн калани питĕ савăнтарать. (Видео кунта)

Дмитрий КРАСНОВ, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — экономика аталанăвĕн министрĕ:

— Ку Çырупа Олег Алексеевич пирĕн ĕçре ытларах пусăм тумалли самантсене палăртрĕ. Вĕсем экономикăпа, цифра экономикипе, промышленноçпа çыхăннă. Паллах, ку Çыру пирĕншĕн умри çулталăкăн картти вырăнĕнчех пулĕ. Тĕп ен — экономикăна инвестици илсе килесси. Промышленноçа аталантармашкăн кирлĕ условисем йĕркелемеллине уйрăмах лайăх туятпăр. Пирĕн тĕллев — бизнеса çĕнĕ шая хăпартмашкăн условисене лайăхлатасси те. Цифра трансформацийĕн пĕлтерĕшĕ ӳснине уйрăммăн палăртас килет: патшалăх управленийĕнчен пуçласа экономика отраслĕ таранах. Цифра трансформацийĕ пĕлтĕрех пуçланчĕ. Республика Пуçлăхĕ Чăваш Енри экономика туризмĕн пĕлтерĕшĕ ӳснине те асăнчĕ. Паллах, Чăваш Республикин наци туризмĕн брендне те хатĕрлемелле. Чи малтанах аталану институчĕсенчен пуçламалла. Çавăн пекех республика Пуçлăхĕ усламçăсем валли «пĕрлехи чӳрече» йĕркелессине палăртрĕ. Бизнес çыннин ыйтусем сиксе тухсан ăçта пымалли тӳрех паллă пултăр. (Видео кунта)

Сергей АРТАМОНОВ, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ:

— Мĕн савăнтарать пире, ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсене? Патшалăх мĕнле ене тĕп вырăна хурса ĕçленĕ, вĕсем пурте юлаççĕ, унсăр пуçне çĕнĕ енсем те вăя кĕреççĕ. Унта çĕнĕ ĕç йĕркелекен предприятисене пулăшас тĕлĕшпе калани те пур. Çав вăхăтрах хамăр туса илнĕ продукцие республикăра вырнаçтарас енĕпе тĕрлĕ программа пулĕ. Аш-какай, сĕт, пахча çимĕç тата çĕр улми тирпейлекен предприятисене çĕнĕ оборудовани илсен 30 процентне бюджетран саплаштарĕç. Хăмла туса илесси пирки калас пулсан, паянхи кун ку енĕпе ултă предприяти ĕçлет. Пур районта та ку ĕçе тӳрех аталантарма йывăр. Çавăнпа кăçал эпир икĕ района палăртса хăварасшăн. Вĕсене патшалăх пулăшăвĕ парса хăмла туса илес ĕçе вăйлатасшăн. Унсăр пуçне ялсене аталантарасси пирки каламалла. Ятарлă программăпа килĕшӳллĕн бюджетра укçа пăхса хăварнă. Ял тăрăхĕсенче çĕнĕ объектсене проектлама /кунта ача сачĕсем, шкулсем, культура çурчĕсем тата ытти кĕреççĕ/ укçа уйăрнă. Кăçал районсенче 1 пине яхăн проекта пурнăçа кĕртмелле. Пурте пĕрле тăрăшсан палăртнине пурнăçлама пултарăпăр.

Владимир ОСИПОВ, Чăваш Республикин транспорт министрĕ:

— Чăваш Ен Пуçлăхĕ паян Çырура 2021 çулта пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕ. Транспорт министерстви пирки калас пулсан, чи малтанах пассажирсене илсе çӳрессине тивĕçлĕ шайра йĕркелемелли пирки каларĕ. Тĕллев нумай. Хулари общество транспортне çĕнетессине, муниципалитетсен хушшинчи маршрутсене оптимизацилессине çав маршрутпа усă куракансен шухăшне тĕпе хурса йĕркелемелле. Тата Олег Николаев «Шупашкар — Çĕнĕ Шупашкар» маршрут çинчен те каларĕ. Кунта пĕтĕмпех тĕпрен улăштармалла. Ыйтăва татса памаллах. Унсăр пуçне аэропорта юсаса çĕнетмелле. Кăçал çĕнĕ маршрутсем пулĕç. Каласа хăварам: пĕрремĕшĕ пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче çула тухĕ. (Видео кунта)

Леонард ЛЕВЫЙ, Елчĕк районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ:

— Çыру тĕплĕ те питĕ анлă. Ку Çыру республикăн пĕтĕм сферине пырса тивет. Олег Алексеевич чи малтанах Чăваш Енĕн иртнĕ çулхи аталанăвне тишкерчĕ, пĕтĕмлетрĕ. Çавăн пекех ку çул валли тĕллевсем лартрĕ. Вĕсем сывлăх сыхлавĕпе, халăха социаллă пулăшу парассипе, экономика тата вĕрентӳ ыйтăвĕсемпе çыхăннă. Çавăн пекех ял тата ял хуçалăх аталанăвĕ пирки те нумай каларĕ. Палăртма кăмăллă: ял тăрăхĕсенче юлашки вăхăтра ырă ĕç нумай тунă пулсан та çакă малашне те пулса пырĕ. Инвестици проекчĕсем пурнăçланĕç, çул-йĕр тăвас, юсас, культурăпа вĕрентӳ учрежденийĕсене çĕнетес енĕпе ĕçлĕç. Ял хуçалăхĕнче вара, Çырура палăртнă тăрăх, çĕнĕ технологисене вăя кĕртĕç, патшалăхăн пулăшăвĕпе анлă усă курма майсем туса парĕç. Çырури тĕллевсене, паллах, пĕччен пурнăçлама май çук. Влаç органĕсем, тĕрлĕ шайри депутатсем, бизнес представителĕсем, халăх пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлесе пырсан вĕсене пурнăçлайăпăр. Тĕллевсем уçăмлă. Вĕсен халĕ кашни ертӳçĕшĕн, кашни çыншăн ĕç йĕрки пулса тăмалла тесе шухăшлатăп. (Видео кунта)

www.hypar.ru Лариса ПЕТРОВА ыйтса пĕлнĕ.