Шупашкарти коопераци институтĕнче Пĕтĕм тĕнчери конференци иртрĕ
Мĕн кĕтет пире малашне? Çакна паянхи наука аталанăвне кура тĕшмĕртме пулать.
Кăрлачăн 29-мĕшĕнче Раççей университечĕн Шупашкарти коопераци институчĕ /филиалĕ/ Пĕтĕм тĕнчери «Хальхи ăслăлăх: маларах пăхса хуни, фактсем, аталану тенденцийĕсем» наукăпа практика конференцийĕ ирттерчĕ. Мероприяти онлайн мелпе пулчĕ. Унта хутшăнакансем Чăваш Енрен çеç мар, Раççейри ытти хуларан та, Казахстанран, Узбекистанран, Беларуçрен пурччĕ. Чăннипех те, питĕ çивĕч ыйтусем çĕклерĕç конференцире сăмах илекенсем.
Раççей коопераци университечĕн ректорĕ Алсу Набиева палăртнă тăрăх, паянхи ыйтусене шута илсе пĕрлехи ĕçе пурнăçласан çĕнĕ ăслăлăх шкулĕсем те тупăнмалла. «Паян пире пандеми йывăрлăхсене пĕччен çĕнтерме çуккине кăтартса пачĕ, çавăнпа пĕр-пĕрне пулăшсах пымалла», — терĕ вăл. Тĕп тĕллеве те палăртрĕ — аслă шкултан вĕренсе тухакансем хамăрăн регионтах юлччăр тесе тăрăшмалла.
Чăваш Потребсоюз канашĕн председателĕ Валерий Павлов паянхи кун ялта çамрăк специалистсен пĕлтерĕшĕ пысăккине каларĕ. Çĕнĕ технологисемпе çыхăннă профессисенче ку уйрăмах сисĕнет.
Ял темине хускатакансем татах та пулчĕç. Алсу Набиева, сăмахран, ял аталанăвĕнчи кооперацин экономика тата социаллă тивĕçĕ çинчен хатĕрленĕ докладпа паллаштарчĕ. Кооперативсен тĕрлĕ тĕсне пĕрлехи тытăма пĕрлештернин, патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтернин пĕлтерĕшне асăнчĕ.
Раççей коопераци университечĕн наука ертӳçи Александр Суглобов санкцисемпе пандеми Раççей ял хуçалăх аталанăвне мĕнле витĕм кӳнине ăнлантарчĕ. Çав витĕм çĕршыв бюджетне хытах пырса çапнине каларĕ. Анчах лайăх енĕ те пур. Ют çĕршывран хăш-пĕр тавара илсе килме чарни хамăрăн производствăна вăйлатма май парать, конкурентлăха чакарать.
Санкцисем пирки калаçнă май тепĕр саманта та шута илмеллех. Пĕтĕм тĕнчери коммуникологи академийĕн президенчĕ Феликс Шарков палăртнă тăрăх çĕршывсен хирĕç тăрăвĕ наукăри ĕçсене чăрмав кӳмелле мар. Урăхла каласан, наукăна политика хупăрламалла мар. Çавăн пекех вăл ăсчахсене хутшăнма çĕнĕ йышши платформа кирлине те каларĕ.
Ял теми çакăнпа çеç вĕçленмерĕ-ха. Беларуç патшалăх ял хуçалăх университечĕн аслă преподавателĕ Виктор Блохин ялсенчи чухăнлăха мĕнле пĕтермелли çинчен доклад хатĕрленĕ. Беларуçре ку ыйтупа пысăк ĕçсем туса ирттернĕ, ятарлă тĕпчевсем хатĕрленĕ. Çынсем хулана ан туртăнччăр, ялтах юлччăр тесе темиçе агрохула йĕркеленĕ. Анчах ку та пулăшман иккен. Республикăри урбанизаци 78 процентпа танлашнă. Тĕпчевсем вара çакна кăтартнă: çынсем услам ĕçне пĕлсех каймаççĕ иккен, ку вара чухăнлăхран тухассине чарса тăрать. Çавăнпа та Виктор Николаевич ял халăхĕпе бизнес ыйтăвĕсене сӳтсе явма, ятарлă консультацисем ирттерме, кредит енчен пулăшу кӳме сĕнет.
Инфляци тата финанс секторĕн аталанăвĕ çинчен Раççей Банкĕн Атăлпа Вятка тĕп управленийĕн Чăваш Республикинчи Наци банкĕн — Уйрăмĕн ертӳçин çумĕ Юрий Голубых доклад хатĕрленĕ. Иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнче пирĕн республикăри çулталăк инфляцийĕ ӳснине каларĕ вăл. Регионти экономика хастарлăхĕ вăй илесси вара вăрахланнă. Çав вăхăтрах çакна та палăртмалла: Чăваш Енри банк офисĕсен шучĕ Раççейри вăтам кăтартуран та пысăкрах.
Искуствăллă ăс-хакăл этемлĕхе мĕн патне илсе çитересси çинчен те сăмах пулчĕ конференцире. Ун пирки Пензăри патшалăх университечĕн «Уголовлă право» кафедра ертӳçи Георгий Романовский питĕ кăсăклă доклад хатĕрленĕ.
«21 ĕмĕр — коммуникацисен ĕмĕрĕ, — терĕ вăл. — Биомедицина ăслăлăхĕ аталанса пыни пирĕн сывлăхăн хăш-пĕр пайне çеç мар, пирĕн этемлĕхе пырса тивет». Хăш-пĕр кăсăклă тĕслĕхпе паллаштарчĕ. Сăмахран, пĕр çĕршывра этемĕн пуç мимине наркотуртăмран сивĕтекен чип вырнаçтарнă иккен. Ют чĕлхене ăса хывассине те çавнашкал мелпех пурнăçлама пулать имĕш. Çапла, наука вырăнта тăмасть. Робот-ачана усрава илнĕ çемье те пур иккен. Дистанциллĕ вĕренӳ тапхăрĕнче вĕрентекенсен вырăнне роботсем хатĕрлесси çинчен те сăмах тухнă. Анчах кунта тепĕр ыйту тухса тăрать: пĕтĕм ĕçе роботсене шанса парсан çынсен мĕн тумалли юлать? Тата камсем-ха вĕсем – киборгсем? Мĕн кĕтме пулать вĕсенчен? Вăйлă аталансан этемлĕхе хирĕç тăмĕç-ши? Çакнашкал хăрушлăх чăнах та пур иккен.
2021 çула Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннисен ĕç паттăрлăхне халалланă. Çавăнпа та Шупашкарти коопераци институчĕн гуманитари дисциплинисемпе ют чĕлхесен кафедрин профессорĕ, тĕп наука сотрудникĕ Леонид Таймасов хатĕрленĕ доклад вырăнлă пулчĕ. Хăйĕн ĕçĕнче вăл шăпах та çак паттăрлăх историне тишкернĕ, кивĕ сăн ӳкерчĕксене илсе кăтартнă, хӳтĕлев линийĕ иртнине сăнлакан карттă та вырнаçтарнă.
Пĕтĕмĕшле илсен конференци ĕçĕ кăсăклă та усăллă иртрĕ.