Комментари хушас

28 Раштав, 2020

Çĕнĕ çул пенсисене пысăклатать

Çĕнĕ çул тĕлне — ватăсемшĕн чăннипех савăнăçлă хыпар: кăрлачăн 1-мĕшĕнчен ĕçлемен пенсионерсен страховани пенсийĕ 6,3% пысăкланать. Çакăн çинчен республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттеркен канашлура Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçи Роза Кондратьева пĕлтерчĕ.

Паллах, кĕтменлĕх мар – пенсисене кăрлачăн 1-мĕшĕнчен ÿстерессине саккунпа çирĕплетнĕ. Ку хутĕнче ÿсĕм вăтамран 848 тенкĕпе танлашĕ. Чи пысăк хушăм вара 3 пин тенкĕрен те иртет. Роза Алексеевна респубикăри 278 пин пенсионер пенсийĕ пысăкланассине çирĕплетрĕ. Ку – мĕн пур пенсионерăн 81%. Çапла вара вĕсен пенсийĕн вăтам виçи 15533 тенкĕпе танлашĕ.

Çав вăхăтрах фонд уйрăмĕн ертÿçи социаллă пенсисене пысăклатасса кĕтнине те палăртрĕ. Пенсионера пурăнма кирлĕ виçене виçĕ çул пысăклатманччĕ, халь вăл хăпарнă, эппин, тăрантарса усракана çухатнине, инвалид пулнине, ватлăха кура паракан пенсисем те хушăнмалла. Çывхаракан уяв кунĕсенче тÿлемелли пенсисене маларах, раштавăн 30-мĕшĕнче, куçарса пама палăртни те, паллах, кăмăллă хыпар.

Роза Алекссевна ытти çĕнĕлĕх пирки те пĕлтерчĕ. 2021 çулта 1965 çулта çуралнă хĕрарăмсене тата 1960 çулта çуралнă арçынсене пенсипе тивĕçтерме тытăнаççĕ. 4 ача çитĕнтернĕ çынсене 56 çул тултарсан пуçласа пенси тÿлеме пуçлаççĕ. Çавăн пекех пысăк стажлă çынсем те /хĕрарăмсем – 37, арçынсем 42 çул ĕçленĕ пулсан/ маларах пенсионерсен йышне кĕрĕç. Унашкаллисем хальлĕхе 300 яхăн çын.

Кăçал çемьесене пĕрремĕш ачасемшĕн укçа тÿлесси вăя кĕчĕ — унăн виçи халь 483881 тенкĕпе танлашать. Иккĕмĕшĕшĕн — 150550 тенкĕ. Çапла вара маларах амăшĕн капиталне илмен çемьесем иккĕмĕш ача çуралсан 639431 тенкĕ илме пултарĕç. Маткапитала алла илмесен вăл 3,7% виçипе индексациленсе — ÿссе — пырĕ. Çав вăхăтрах сахал тупăшлă çемьесем унпа пайăн-пайăн та усă курма пулатараççĕ: уйăхсерен 9,4 пин тенкĕ ытларах тÿлесе пымалли йĕрке пур.

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Владимр Путин Президент нумаях пулмасть тунă пуçарупа килĕшÿллĕн 8 çулчченхи ачасемшĕн укçа тÿлесси мĕнле пынипе кăсăкланчĕ. Роза Кондратьева пĕлтернĕ тăрăх, çав 5 пин тенке çемьесем ыйтмасăрах республикăри 112 пин ачашăн тÿленĕ. Граждансенчен çак тÿлеве пама ыйтса çырнă 4,8 пин заявлени йышăннă — вĕсене те тивĕçтерсе пĕтернĕпе пĕрех. Çакăн валли пĕтĕмпе 600 миллиона яхăн тенкĕ тăкакланă. Ку виçе татах хушăнĕ-ха. Роза Алексеевна çак тÿлеве çитес çулхи пĕрремĕш кварталта çуралнă ачасемшĕн те тÿлессине çирĕплетрĕ.

Канашлура çавăн пекех халăха ĕçпе тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтăва сÿтсе яврĕç. Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова пĕлтернĕ тăрăх, кăçал планпа 30,7 пин çынна ĕçе вырнаçтарма палăртнă пулнă, чăннипе вара 38 пин ытларах çынна ĕçпе тивĕçтернĕ. Пĕр вăхăт ĕçсĕррисен шучĕ тăруках пысăкланса кайнăччĕ, халь çивĕчлĕх сирĕлсе пыни сисĕнет - çав чи пысăк шайран икĕ хут чакнă. Патшалăх йышăннă мерăсен усси куçкĕрет. Çав шутра бюджетран укçа уйăрса предприятисенче общество ĕçне пурнăçламалли вырăнсем йĕркеленĕ, ĕçсĕр юлма пултарас хăрушлăх умĕнчи çынсем валли вăхăтлăх ĕç вырăнĕсем уçнă. Паян регионта ĕçсĕррисен регистрациленĕ йышĕ 15,5 пин çынпа танлашать.

Канашлу Олег Николаев коронавирусран сыхланас тĕлĕшпе асăрхануллă пулма чĕнсе каланипе вĕçленчĕ. Хăрушлăх пысăк, хăшĕсем вара яваплăха туймаççĕ. Корпоративсем йĕркелеççĕ, усламшăн çунса хăш-пĕр кафе-ресторан чарусене пăхăнасшăн мар.

Калăпăр, социаллă сетьсем урлă çăхав пулнă май Олег Алексеевич Çĕнĕ Шупашкарта тĕрĕслев ирттерме ыйтнă. Вут хумасăр тĕтĕм тухмасть теççĕ вĕт: «РашнПаб» кафере çынсем пысăк йышпа корпоратива пухăннине тупса палăртнă. Республика Пуçлăхĕ çак тĕслĕхпе яваплăхăн çирĕп мерисене йышăнма хушрĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.