Комментари хушас

24 Раштав, 2020

Андриян Николаев ячĕллĕ ракета пулĕ

«Роскосмос» патшалăх корпорацийĕнче ракетăсене сумлă çынсемпе паллă пулăмсемпе çыхăнтарас йăла пур. Вĕсенчен пĕри чăваш ятне космоса çĕкленĕ Андриян Николаев ячĕпе хисепленĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕлтернĕ тăрăх, çавăн пирки «Роскосмос» гендиректорĕпе Дмитрий Рогозинпа калаçса татăлнă. Çÿл тÿпене икĕ хутчен хăпарнă Шуршăл ывăлне халалланă ракетăна космоса е кăçалхи раштав уйăхĕнче вĕçтерĕç, е çитес çул.

www.hypar.ru ruspekh.ru сăнÿкерчĕкĕ.

Вера ЭВЕРККИ хатĕрленĕ.