Комментари хушас

23 Раштав, 2020

Республика кунне Çĕмĕрлесем йышăнĕç

Юнкун Министрсен Кабинечĕн 2020 çулхи юлашки ларăвĕ иртрĕ. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев çакăн пирки каланă май Правительство кăçал самай пысăк ĕç пурнăçланине çирĕплетрĕ, пурне те ĕçшĕн тав туса кăçалхи йышăнусем çитес çулхи ăнăçлă ĕçе никĕслессине палăртрĕ. Çак ĕç Чăваш Ен çыннисен пурнăçне лайăхлатас тĕллеве тĕпе хурĕ.

Ларăвăн кун йĕркинчи тĕп ыйтупа ĕçлев министрĕ Алена Елизарова сăмах илчĕ, регионăн 2030 çулччен пурăнма кирлĕ виçерен пĕчĕкрех тупăшлă йыша чакармалли программипе паллаштарчĕ. Раççей Президенчĕн указĕпе килĕшÿллĕн 2017 çулхипе танлаштарсан 2030 çул тĕлне çĕршыври чухăнлăх шайне икĕ хут чакармалла. Чăваш Енре çак шай Раççейри вăтам кăтартуран пысăкраххи паллă. 2017 çулта 18,2% пулнă, вунă çултан, эппин, 9,2% пулмалла. Паян мĕнле — ку цифра ларура темшĕн янăрамарĕ.

Алена Геннадьевна пайăррăн палăртрĕ: регион влаçĕн ĕçне шăпах çак кăтартăва тĕпе хурса хаклаççĕ. Чухăнлăха чакарасси чи малтан ĕç вырăнĕсем йĕркелесси, пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарасси çинче никĕсленмелле — программăра çакна тĕпе хунă. Пулăшу инструменчĕсенчен пĕри — социаллă контракт. Хăйсен ĕçне пуçарма, килти хушма хуçалăха аталантарма çак мелпе пулăшни халех ачаллă, сахал тупăшлă çемьесен тупăшĕн çын пуçне тивекен виçине 3,1 пин тытла тенкĕлĕх ÿстерме май панă ĕнтĕ, ку енĕпе малашне те çине тăрса ĕçлесшĕн. Çынсене ĕçе вырнаçма пулăшасси, çĕнĕ профессисене вĕрентесси, хăйсен ĕçне пуçарма хавхалантарасси — çак тата ытти мера чухăнсен йышне чакарма май памалла.

Кун йĕркинчи халăха ĕçе вырнаçма пулăшас ыйту пирки те çак тема тăсăмĕ теме пулать. Алена Елизарова çак ĕç валли кăçал пысăк укçа уйрнине çирĕплетрĕ: пĕлтĕр 339 миллион тенкĕ пулнă, 2020 çулта вара — 1,7 миллиард. Паллах, ку пандемипе çыхăннă йывăрлăха сирме тивнипе сăлтавланнă. Лару-тăрăва хакланă май министр вăл халь йĕркеленсе пынине палăртрĕ: ĕçсĕррисен йышĕ пĕр вăхăт тăруках пысăкланса кайнăччĕ — çичĕ хут ÿснĕччĕ, халь чакни сисĕнет — 16 пин çын патнелле. Коронавируспа çыхăннă кризис тапхăрĕчченхи шая вара 2021 çул вĕçленнĕ тĕле таврăнмалла — çĕршыв ертÿлĕхĕ çакăн пек тĕллев лартнă.

Республика кунне çитес çул ăçта уявласси уçăмланчĕ. Тĕп мероприятисем яланхи пекех Шупашкарта иртĕç. Тата — Çĕмĕрле районĕнче. Шупашкарти экономика форумĕ, «Чикĕсĕр ĕçтешлĕх» форум, фейерверк тата ытти те — программа анлă. ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Вячеслав Борисов çакăн пирки пĕлтернĕ май асăрхаттарчĕ: мероприятисем мĕнле форматпа иртессине пандемие шута илсе татса парĕç. Олег Николаев вара фермерсен хамăрăн продукцие хакламалли фестивалĕн шăпипе кăсăкланчĕ — ăна та Республика кунĕнче ирттересси пирки сăмах пулнăччĕ. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов йĕркелÿ ыйтăвĕсемпе ĕçленине çирĕплетрĕ.

Ларура çавăн пекех Министрсен Кабинечĕн çитес çулхи ларăвĕсен планне çирĕплетрĕç. Кăçал вара, Вячеслав Борисов пĕтĕмлетнĕ тăрăх, Правительствăн виçĕ теçетке ларăвне ирттернĕ — пĕлтĕрхинчен нумайрах. Пĕтĕмпе 557 ыйтăва тишкернĕ. Çав шутра — 70 саккун проекчĕ. Çак кăтарту та иртнĕ çулхинчен 11% пысăкрах.

Министрсен Кабинечĕн маларах кăларнă теçетке çурă ытла йышăнăвне улшăнусем кĕртессине ырларĕç. Тÿрлетÿсем пысăк пĕлтерĕшлĕ тееймĕн, çапах Олег Николаев хăш-пĕр самант çинче чарăнса тăчĕ. Калăпăр, ялсен территорийĕсене хăтлăлатасси, аталантарасси. Çĕнĕ объектсем виçеллĕ пулмалла. Пĕчĕк кăна ялсенче пысăк объектсем туни вырăнсăр, кайран вĕсене тытса тăрас енĕпе чăрмавсем тухса тăраççĕ — çакна шута илмелле.

Сăмах май, Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх, 2020 çулта республикăри ялсене аталантарма тĕрлĕ программăпа 4,3 миллиард тенкĕ хывнă. Çав шутра ял территорийĕсен комплекслă аталанăвĕ валли – 1,2 миллиард, çак укçапа тĕрлĕ 2,7 пин ытла проекта пурнăçланă.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.