Комментари хушас

23 Раштав, 2020

Кашни ыйтăва уйрăммăн тĕпчемелле

Паян Олег Николаев Правительство çуртĕнче ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи инвестиципе предприниматель активлăхĕн тата предпринимательсене хÿтĕлессин координаци канашĕн ларăвне ирттерчĕ.

Предприниматель хăйĕн умĕнчи тĕллевсене пурнăçланă чухне администраци урлă хуракан барьерсен çÿллĕшне хакласа пĕтĕмлемлетни, предпринимательлĕхĕн пĕчĕк тата вăтам субъекчĕсене патшалăх кÿрекен пулăшăвăн çĕнĕ тĕсĕсем, патшалăх тата уйрăм çынсем ушкăнланса ĕçлессине вăйлатасси çинчен ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Дмитрий Краснов виçĕ доклад турĕ. Вĕсене сÿтсе явма федерацин налук службин Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи Марина Петрова, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш заместителĕ — финанс министрĕ Михаил Ноздряков, ЧР Промышленноçпа суту-илÿ палатин президенчĕ Игорь Кустарин хутшăнчĕç.

Дмитрий Краснов докладĕнчен çакă курăнать: шел пулин те пĕчĕк тата вăтам предпринимательсен умне федерацин тата республикăн ĕç тăвакан органĕсем чăрмав кăларса тăраткалаççĕ. Налук управленийĕн ертÿçи Марина Петрова вара налук органĕсем вĕсене тĕрĕслевсем ирттерсе иртнĕ çулсенхипе танлаштарсан сахалрах чăрмантарнине çирĕплетме тăрăшрĕ. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ларăва пĕтĕмлетсе предпринимательсен кашни ыйтăвне пайăррăн тĕрĕслесе саккун тĕлĕшĕнчен пĕтĕмлетме чĕнсе каларĕ.

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ. Фото cap.ru