Комментари хушас

21 Раштав, 2020

Пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе такăнни куçкĕрет

Халăхăн социаллă уйрăм ушкăнĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси такăнни куçкĕрет — çакăн пирки ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев пусăм тусах каларĕ. Эппин, влаçăн тивĕçлĕ органĕсем ĕçлесе çитерейменнине те йышăнмаллах.

Çурт-йĕр ыйтăвĕпе строительство министрĕ Александр Героев сăмах илчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, республикăра муниципалитетсенчи хваттер илмелли черетсенче 68335 çемье шутланать. Çамрăк çемьесем, ветерансем, инвалидсем, тăлăх ачасем, авари пулма пултаракан çуртсенчен куçармаллисем… Вĕсене пурăнмалли лаптăксемпе тивĕçтермешкĕн 18 миллиард тенкĕ кирлĕ.

Çитес çул çамрăк çемьесене пулăшмашкăн уйăракан укçа виçи самай пысăкланмалла. Ветерансене пурăнмалли лаптăксемпе тивĕçтересси вара 2024 çул тĕлне туллин татăлмалла. Халăх илекен ипотекăна субсидилесси те анлăлансах пырĕ. Ипотека тенĕрен, кăçалхи 10 уйăхра унпа республикăри 15,5 пин çемье усă курнă — 30 миллиард тенкĕлĕх. Кредит илнисен шучĕ пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 32% чухлех хушăннă.

Çапах çивĕч ыйтусем те çук мар. Тăлăхсене хваттерсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе йывăрлăх пур. Тĕп хулари лару-тăрупа Алесей Ладыков сити-менеджер паллаштарчĕ те — вăл çак категори валли хваттерсем туянма укçа уйăрас тĕлĕшпе тунă йышăнăва ырласа палăртрĕ. Халь тăваткал метрăн 44 пин тенке яхăн виçине тĕпе хураççĕ, унччен вара 36 пинрен кăшт пысăкрах кăна пулнă — çак хакпа хваттерсем туянасси чăрмавсем кăларса тăратнă. Нумай аукцион ирттернĕ, анчах строительство организацийĕсем вĕсене хутшăнма васкаман. Çавăнпах бюджетран тăлăхсем валли пурăнмалли лаптăксем туянмашкăн уйăрнă 160 миллион тенкĕрен 67 миллионĕпе кăна усă курма пултарнă.

Анчах асăннă йышăну та, Алексей Олегович шучĕпе, çителĕксĕр. Строительсене çуртсен проекчĕсене тума кăна çулталăк кирлĕ, апла тăк тăлăхсем валли хваттерсем тума хутшăнассине вĕсен чылай маларах пĕлсе тăмалла. Çакнашкал сăлтавсене пулах паян Шупашкарта тăлăхсем валли пысăк мар хваттерсем тупасси кансĕр: «Унашкаллисем çук – мĕн пуррине пĕтĕмпех «пăрса илтĕмĕр».

Айăпа çапла ыттисем çине йăвантарма тăни финанс министрне Михаил Ноздрякова килĕшмерĕ. Ун шучĕпе, «такăнмашкăн» об±ективлă сăлтавсем пулман. Укçа уйăрасси пирки малтанах пĕлсе тăмаллине илес пулсан — «апла тăк эпир мĕншĕн çитес çул валли, темиçе çуллăх программăсем хатĕрлетпĕр? Унта веçех паллă — малашне мĕнле ĕçлемеллине çирĕплетнĕ…» Çавăнпа та, иккĕленмест вăл, программăна пурнăçлайманни пирки уççăн каламалла.

Александр Героев та чăрмавене сăлтавлама пăхрĕ-ха, хайхи тăлăхсем валли кирлĕ укçан пысăк пайне — 168 миллион тенке — федераци бюджетĕнчен авăн уйăхĕн вĕçĕнче тин уйăрни пирки каларĕ. Анчах Олег Николаев ăна пÿлчĕ: паянхи пек ĕçлесен социаллă ушкăнсенчи 68 пин çемьене хваттерсемпе тивĕçтермешкĕн тата 20 çул кирлĕ пулĕ. Укçапа кăçал усă курайманни вара 2021 çулхи ĕçе пушшех кăткăслатĕ, мĕншĕн тесен çитес çул хваттерсем татах хакланĕç. Владимир Путин Президент каланине аса илтерчĕ: «Ăнăçусем тăвас тесен хамăр ума амбициллĕ тĕллевсем лартмалла». Эпир вара хамăршăн хăтлă та меллĕ тĕллевсем кăна палăртатпăр — çавăнпа ăнăçу та çук.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.