Комментари хушас

21 Раштав, 2020

Наци культурисен фестивалĕ

«В семье единой ВМЕСТЕ-ПĔРЛЕ» — çакнашкал ятпа иртĕ раштавăн 24-мĕшĕнче кăçалхи паллă пулăмсене вĕçлекен юрă-кĕвĕллĕ мероприяти.

Наци культурисен фестивалĕнче тĕнче шайĕнчи «Кострома» Раççей Наци Шоу» балет артисчĕсен пултарулăхне курма пулĕ. Вăл тĕрлĕ нациллĕ Раççейĕн ташă ăсталăхĕпе паллаштарĕ. Сцена çине 50 артист тухĕ, асамлăхпа тĕлĕнтерĕ. Программăра çĕнĕ технологисемпе усă курĕç: 10 тонна йывăр тиве, 600-е яхăн хăйне евĕрлĕ тум, 7 тĕрлĕ декораци, видеопроекцин чĕрĕ ӳкерчĕкĕсем, йывăр тĕтĕм тата çăлтăрлă тӳпе.

Спектаклĕн чылай номерĕ валли кĕвĕ çыраканĕ — РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ Владимир Корнев. Çавăн пекех «Кострома» Раççей Наци Шоу» программăра Николай Шамшинăн тата Сергей Капоцинскин кĕввисем пулĕç.

www.hypar.ru

Рубрика: