Комментари хушас

18 Раштав, 2020

Хаксене мĕнле чармалла?

Паян ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Правительство çуртĕнче Чăваш Енри потребительсен рынокĕнчи лару-тăрупа тата апат-çимĕç хакĕсене пĕр шайра тытса тăрассипе çыхăннă ыйтупа канашлу ирттерчĕ.

Унта патшалăхăн ĕç тăвакан органĕсен, республикăн тата федерацин суту-илÿ сечĕсен представителĕсем хутшăнчĕç. Олег Николаев РФ Правительстви «Федерацин ĕç тăвакан влаçĕн органĕсем тата хуçалăх субъекчĕсем пĕр-пĕринпе социаллă пĕлтерĕшлĕ, чи малтанах кирлĕ апат-çимĕçĕн уйрăм тĕсĕсен хакне чакарассишĕн тата пĕр шайра тытса тăрассишĕн килĕшÿ çирĕплетесси çинчен» 2094-мĕш йышăну кăларнине аса илтерчĕ, ăна пурнăçлассишĕн пирĕн республикăра та тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла, иртнĕ уйăхсенче апат-çимĕç хакĕ республикăра та хакланнине палăртрĕ, йывăрлăхран тухма «çул картти» хатĕрлемелле, ăна канашлура сÿтсе явăпăр терĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — экономика аталанăвĕпе пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Дмитрий Краснов сахăр, тип çу, хуратул, ытти хăш-пĕр продукци хакĕ Чăваш Енри лавккасенче мĕншĕн хăпарса кайнине тишкерсе тухрĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов апат-çимĕçе потребительсем патне çитермелли конвейерăн хăш тапхăрĕнче хак хăпарса кайнине ăнлантарса пачĕ. Министерство специалисчĕсем çак кунсенче суту-илÿ сечĕсенче пулнă та апат-çимĕçĕн чылай тĕсĕн, çав шутра республикăра хатĕрлекен турăхăн, хушма хакне хăпартса пысăк лартнине палăртрĕ. Çавна пула продукци маларахри тапхăртинчен чылай хаклăрах.

Сÿтсе явнă ыйтупа федераци сечĕсен представителĕсем те хăйсен шухăшне пĕлтернĕ.

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ