Комментари хушас

16 Раштав, 2020

Тухтăрсене пулăшакан студентсене те хавхалантарĕç

Паян ЧР Правительство çуртĕнче пациентсене коронавирус чирĕнчен сиплекен медицина ĕçченĕсене хавхалантаракан тӳлевсем тавра ятарлă брифинг ирттерчĕç. Унта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — Алла Салаева, ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов хутшăнчĕç. Вĕсем массăллă информации хатĕрĕсенче ĕçлекенсен ыйтăвĕсене хуравларĕç.

Брифингра палăртнă тăрăх, тухтăрсене чӳк уйăхĕнче тивĕçекен укçана панă ĕнтĕ. Раштавăн 25-мĕшĕччен асăннă уйăхшăн илĕç. Çак хавхалантарăва тивĕçекенсен шутне врачсем, вăтам тата кĕçĕн персонал, васкавлă медицина пулăшăвĕн водителĕсем кĕреççĕ. Кусене федераци хыснинчен нухрат тӳлĕç. Врачсене пулăшса пыракан уйрăм персонала вара Чăваш Республикин бюджетĕнчен хавхалантарĕç. Владимир Геннадьевич палăртнă тăрăх, никам та премисĕр юлмĕ. Çав вăхăтрах врачсене пулăшма явăçтарнă студентсене укçа парса савăнтарĕç. Паянхи куна республикăра медицина учрежденийĕсенче пĕлӳ илекен 684 хĕрпе яш тухтăрсене ковидпа чирлисене сиплеме пулăшаççĕ. Тĕплĕнрех — «Хыпар» хаçатăн черетлĕ кăларăмĕнче.

www.hypar.ru