Комментари хушас

3 Раштав, 2020

Электрон коллекци пухаççĕ

Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче «Тĕнчери салтаксем» проектпа ĕçлеççĕ. Ăна пурнăçа кĕртме республика Элтеперĕн грантне илнĕ. Проект авторĕ – Чăваш Енĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Светлана Ткаленко.

Проекта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине халалланă. Вăрçă вăхăтĕнче чăваш композиторĕсем хайланă юрă-çемме электрон коллекцие пухаççĕ. Ăна пĕр çĕре пуçтарассипе темиçе уйăх ĕнтĕ çине тăраççĕ. Платформăра нота материалĕсемпе пĕрлех архив докуменчĕсем те вырăн тупĕç.

Проект чăвашла çырнă патриотизм юррисен фестивалĕпе вĕçленĕ. Концерта хатĕрлессипе училищĕн Студентсен филармонийĕ ĕçлет. Концерта он-лайн мелпе кăтартĕç.

www.hypar.ru 

Вера ТИТОВА хатĕрленĕ. culture.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: