Комментари хушас

27 Чÿк, 2020

Хăйсен проекчĕсемпе паллаштарчĕç

Паян Правительство çуртĕнче «Чăваш Республикин чи лайăх патшалăх граждан служащийĕ» конкурсăн йĕркелӳ комитечĕн ларăвĕ иртрĕ. Конкурса хутшăнакансем хăйсен проекчĕсемпе паллаштарчĕç.

Ларăва уçнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертӳçи Вячеслав Борисов ку конкурса 2011 çулта çирĕплетнине, ăна çулсеренех ирттернине палăртрĕ. «Вăл граждан служащийĕсен пултарулăх вăй-хăватне уçса пама, вĕсен кăсăклă шухăшĕсене пурнăçа кĕртме май парать, карьера тума хавхалантарать», — терĕ Вячеслав Аркадьевич.

Пĕтĕмпе 13 проектпа паллаштарчĕç. Вĕсен авторĕсене конкурсăн йĕркелӳ комитечĕн йышĕнчи экспертсем — республикăри патшалăх органĕсен ертӳçисем, аслă вĕренӳ заведенийĕсен представителĕсем — ыйтусем пачĕç. Экспертсенчен пĕри, РАНХиГСăн Шупашкарти филиалĕн директорĕ Игорь Голышев, çак конкурс кăçал Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕпе иртнĕ «Ертсе пыракансен команди» тата «Çамрăк лидерсен команди» конкурссемпе пĕрешкелтерех пулнине палăртрĕ. «Çак мероприятисем пурте пуçаруллă та маттур чи лайăх специалистсене, республика ырлăхĕшĕн ĕçлеме хатĕррисене, çĕнĕлле шухăшлакансене, хăйсен проекчĕсене пурнăçлама ăнтăлакансене, тупса палăртассипе çыхăннă», — пĕлтерчĕ вăл.

Конкурса хутшăнакансен проекчĕсем пирки «Хыпар» хаçатăн çитес номерĕсенче вуласа пĕлме пулать.

www.hypar.ru Ирина Клементьева сăн ÿкерчĕкĕсем