Комментари хушас

18 Авăн, 2020

Гуманитари институчĕ — 90 çулта

Паян Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн акт залĕнче Ăслăлăх канашĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Ăна заведени 90 çул тултарнине халалларĕç.

Ентеш ăсчахсене çавра кунпа саламлама кÿршĕ регионсенчен те — Тутарстанран, Мордва Республикинчен, Мари Элтан, Чĕмпĕр тăрăхĕнчен — делегатсем килсе çитрĕç.

Ăслăлăх асăннă çуртне никĕсленĕ çулсенчен пуçласа паянхи кунчченех чăваш халăхĕн ăс-хаклă пуянлăхне, историне тĕпчесси тĕп вырăнта тăрать. Хальхи вăхăтра самана таппипе килĕшÿллĕн институт пĕтĕм тĕнчери ăслăлăх лапамне тухать, çыхăнусем йĕркелет, проект хыççăн проект пуçарать.

Наци культурине, историне упраса-сарса пыракан учреждение юбилейпе РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, Чăваш Республикин культура тата вĕрентÿ министрĕсем Роза Лизаковăпа Сергей Яковлев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн ертÿçи Вячеслав Рафинов, ытти сумлă хăна саламларĕ.

www.hypar.ru

Ирина ИВАНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 
Теги: