Комментари хушас

8 Авăн, 2020

Тăвайра социаллă объектсем çĕнелеççĕ

Паян ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Тăвай районĕнче пулчĕ.

Чи малтан шыв тасатакан станцин строительстви епле пынипе паллашрĕ. Подрядчик представителĕ Андрей Александров пĕлтернĕ тăрăх, ятарлă оборудованипе вăхăтра тивĕçтерменнипе тата проектра йăнăшсем пуррипе ĕçсем кая юлса пыраççĕ. Строительствăна пĕр уйăх çурă хушшинче туса пĕтерме шантарчĕ.

Районти спорт шкулĕн кивĕ çуртĕнче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. 40 çул каялла тунă çуртра ачасем волейболла вылĕç, ытти ăсталăха аталантарĕç. Районти культура керменĕнче те юсав пуçланнă. Арина Алексеева директор каланă тăрăх, 1979 çулта хăпартнă çуртра пĕрре те тĕплĕ юсав ĕçĕсем туман. Керменте 3 ансамбль ĕçлет, ал ăстисем ĕçĕсемпе савăнтараççĕ.

Олег Алексеевич кинотеатр епле ĕçленипе те кăсăкланчĕ. Ялсене хăтлăлатмалли программа пулăшнипе Тăвайри сквер хитреленнĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ каланă тăрăх, тепĕр çул вăрçăра пуç хунисене халалланă палăка юсама палăртнă. Олег Николаев районти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе те калаçрĕ. Халăха хумхантаракан ыйтусене хуравларĕ.

"Вырăнти тÿре-шара тивĕçĕ - халăх ыйтăвĕсене татса парасси, пурăнмалли условисене лайăхлатасси. Ку тĕллевпе проектсем хатĕрлемелле. Вĕсене пурнăçа кĕртмешкĕн бюджетра укçа уйăратпăр", - пĕтĕмлетрĕ Олег Николаев.

www.hypar.ru Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем кунта.