Комментари хушас

27 Çурла, 2020

Çамрăк лидерсем парăнма хăнăхман

Паян «Çамрăк лидерсен команди» конкурса пĕтĕмлетрĕç. Аса илетерер: ăна ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пуçарăвĕпе ирттерчĕç. Ăна çамрăксене социаллă пурнăç, экономика, обществăпа политика тытăмĕсенче ертÿçĕ должноçĕнче ĕçлеме илĕртес тĕллевпе йĕркеленĕ.

Тĕрĕслев тапхăрĕсене ăнăçлă тухрăр. Çакăнпа сире саламлатăп. Конкурса хутшăнма кăмăл тунăшăн тав тăватăп. Пирĕншĕн ку питĕ пĕлтерĕшлĕ. Эсир пурнăçа улăштарма хатĕр çынсем. Паян çĕнĕ шутланакан япала ыран кивелет, йăлăхтарать. Хумханăва çĕнтерсе йывăрлăха хирĕç утăм тума йывăр. Пĕрремĕш вырăна йышăнни те мар, эсир хăвăра çĕнтерни пĕлтерĕшлĕрех. Нихăçан та ан парăнăр. Паян мала тухайманни ыран тăрăшуллăрах пулма хистет, — терĕ Олег Алексеевич. Яшсемпе хĕрсен ăмăртăвăн темиçе тапхăрĕ витĕр тухнă. Малтан вĕсем заявка панă, регистраци тата тестировани дистанци мелĕпе иртнĕ. Конкурса 1579 çамрăк заявка панă. Вĕсенчен 92-шĕ çурма финала тухнă, 5-шĕ финалист пулса тăнă.

Çак конкурса йĕркеленĕшĕн тав тăватăп. Пĕр шухăшлисен комнди пухăнчĕ. Пĕрле эпир пысăк ÿсĕм тăваятпăр, — терĕ финала тухнă Руслан Морозов. Вăл — хулари ача-пăча клиника больницин педатрĕ. Çурма финалистсемпе финалистсене дипломсемпе чысларĕç. Мала тухнă 5 çамрăка ЧР Пуçлăхĕн çумĕнче кадрсен резервне кĕртнĕ.

Тĕплĕнрех — «Çамрăксен хаçачĕн» çитес номерĕнче.

www.hypar.ru Ольга КАЛИТОВА сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: