Комментари хушас

5 Çурла, 2020

Чăвашлăх ĕçĕн хастарĕсемпе тĕл пулчĕ

Паян ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Чăваш наци музейĕнче Чăваш наци конгресĕн Президиумĕн членĕсемпе, Ваттисен канашĕн пайташĕсемпе тĕл пулчĕ.

Олег Алексеевич Чăваш наци конгресĕн ĕçне тивĕçлĕ хак пачĕ: "Эсир питĕ пысăк, пĕлтерĕшлĕ ĕç пурнăçлатăр - тĕнче тăрăх сапаланнă ентешсене пĕр "çыхха" пухатăр, чăвашлăх ĕçне явăçтарса тăван чĕлхене, культурăна, йăла-йĕркене упраса малалла аталантарма май паратăр", - терĕ вăл.

Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов хăй ертсе пыракан организацин ĕçĕ-хĕлĕ пирки чарăнса тăчĕ. "Çапла шухăшлатăп: пирĕн ĕç мероприятисен шутĕнче мар, вĕсене пахалăхлă ирттернинче, çак ĕçе нумай çынна явăçтарнинче. Çамрăксене хутшăнтарса хамăрăн тăван чĕлхене, авалран пыракан йăла-йĕркене хаклама тата упрама вĕрентесси уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн тĕллев - чăваш ятне çĕклесси, тăван халăхăмăрăн пуян историйĕпе йăли-йĕркине, культурине халăх патне çитересси, регионсенчи йăхташăмăрсен хушшинчи хутшăнусене çирĕплетесси", - терĕ Николай Федорович.

Мероприятие Патшалăх Думин депутачĕ, Раççейри чăвашсен наци культура автономийĕн президенчĕ Леонид Черкесов, ЧР культура министрĕ Роза Лизакова, ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Вячеслав Борисов хутшăнчĕç.

Олег Николаев чăвашлăх ĕçĕнче уйрăмах палăрнисене патшалăх наградисемпе чысларĕ.

www.hypar.ru Василий Кузьмин сӑн ӳкерчӗкӗсем кунта.
 

Рубрика: