Комментари хушас

14 Ака, 2020

Типнĕ курăка çунтарсан штраф тÿлеттерме пултараççĕ

Кашни çулах çапла: юр ирĕлсе пĕтсе çĕр типме тытăнсанах типнĕ курăк çуннипе пулакан пушарсен шучĕ ÿсет. Кăçал асăннă тапхăр ытти çулхинчен иртерех пуçланчĕ.
Çанталăк ăшă тăнине кура çынсем пахчисене тасатаççĕ, кирлĕ мар ăпăртапăра çунтараççĕ. Асăрханулăха çухатсан вара вут-çулăм шар кăтартма пултарать. Акă иртнĕ эрнере Муркаш районĕнче строительство «бытовки» çуннă. Унăн сăлтавне çÿп-çап çунтарнă чухне тимсĕр пулнипе çыхăнтараççĕ. Ырă мар çакăн пек тĕслĕх Сĕнтĕрвăрри районĕнче те пулнă. «Ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче пушарнăйсем Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенче, Улатăр, Канаш, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай тата Çĕрпÿ районĕсенче вут ярса илнĕ типĕ курăка сÿнтерме кайнă», — пĕлтерчĕ Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пресс-служби. Унран пĕр кун маларах типнĕ курăкпа çыхăннă 9 пăтăрмах пулнă: Шупашкар районĕнче — 3, Улатăр тăрăхĕнче — 2, Вăрнар, Муркаш, Етĕрне районĕсенче тата Çĕнĕ Шупашкарта — 1-ер. Çулăм 32 гектар лаптăка сиенленĕ. Çав кунах Шупашкар районĕнчи сад юлташлăхĕнче инкек пулнă: хуçасăр икĕ хутлă çурт çуннă. Сăлтавĕ маларах асăнниех: çÿп-çапа тата типнĕ курăка çунтарнă чухне асăрханусăр пулни. Çăлавçăсем вăхăтра çитнĕрен кăна çулăма инçех мар вырнаçнă вăрман çине куçма паман. Шел те, кулянтаракан çакăн пек тĕслĕхсем кашни кунах пулаççĕ. Акă ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче республикăра 20 пушар тухнă, çав шутран 14-шĕ пĕлтĕрхи курăка çунтарнипе çыхăннă. «Çуркунне пуçланнăранпа типнĕ курăка вут хыпса илнĕ, çакна никам та пăхсатĕрĕслесе тăман 76 тĕслĕхе асăрханă. Çулăм сиенленĕ пĕтĕмĕшле лаптăк — 470 гектара яхăн. Нумай чухне вут-çулăм ял-поселокшăн, вăрмансемшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратать», — терĕç çÿлерех асăннă пресс-службăра. Унта ĕçлекенсем каланă тăрăх, çав пушарсем пурте тенĕ пекех çын айăпне пула алхаснă. Пĕрисем уй-хирти хыт хурана ятарласа, ял хуçалăх культурисене акса ÿстерес тĕллевпе, çунтараççĕ. Теприсем пирус тĕпне сÿнтермесĕрех типĕ курăк çине пăрахаççĕ. Виççĕмĕшĕсем кăвайт чĕртеççĕ те — ăна сÿнтерсе хăвармасăрах килне васкаççĕ. Çулăм вăй илсе пысăк лаптăка сиен кÿме пултарать. Çанталăк ăшă тăнине кура нумайăшĕ вăрмана кайса, кăвайт чĕртсе шашлăк ăшаласа çиесшĕн. Хăйсем хыççăн ăпăр-тапăра пуçтарса, кăвайта сÿнтерсе хăварманнисем те пулаççĕ. Пушар кăларнăшăн саккунпа килĕшÿллĕн явап тыттараççĕ, çав шутра — уголовлă майпа та. Паллах, ун пек чухне вут мĕнле сиен кÿнине шута илеççĕ. «Ака уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре Раççей МЧСĕн сотрудникĕсем çынсем типнĕ курăка чĕртсе янăшăн тата территорисене тивĕçлĕ шайра тытса тăманшăн административлă майпа 40 ĕç пуçарнă. 29 гражданина тата должноçри 5 çынна штраф тÿлеттерме йышăннă», — палăртрĕç тĕп управленире тăрăшакансем. Вĕсем пирĕн республикăра ака уйăхĕн 4-мĕшĕнчен пушара хирĕçле ятарлă режим çирĕплетнине аса илтерчĕç. Çак режим вăхăтĕнче уй-хирти, вăрман çумĕнче вырнаçнă çурт таврашĕнчи, сад-пахча лаптăкĕсенчи типнĕ курăка, çÿп-çапа çунтарма юрамасть. Кăвайт чĕртме те чарнă. Эппин, вут-кăвар çинче апат пĕçерме те, шашлăк ăшалама та юрамасть. Асăннă режим вăхăтĕнче штрафсен виçи пысăкланать. Пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăхăнманшăн граждансене — 4 пин, должноçри çынсене — 30 пин, юридици сăпачĕсене 400 пин тенкĕ таран штраф тÿлеттерме пултараççĕ.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.