Комментари хушас

10 Ака, 2020

Авалхи юрăсене шăрантарма кăмăллать

100 çула пуснă Евдокия Димитриевăн сасси çамрăк чухнехи пекех уçă

Евдоки аппа… Çапла хисеплесе чĕнеççĕ ăна Вăрманкас ялĕнче пурăнакансем. 100 çула ярса пуснă пулин те шураппа ăс-хакăлпа хавхаланăвне çухатман-ха, шӳтлет, чăвашсен ĕлĕкхи юррисене шăрантарать.

Евдокия Димитриева Красноармейски районĕнчи Çĕньялта йышлă çемьере çуралнă. Ултă ача пулнă вĕсен: Серафима, Агафия, Федора, Евлампия, Николай тата Евдо- кия. Николай тăваттăра чухнех йывăр чире пула пурнăçран уйрăлнă. Палăртма кăмăллă: Евдокин аппăшĕсем пурте вăрăм ĕмĕрлĕ пулнă. Серафима Анаткаса качча кайнă, 85 çула çитиччен пурăннă. Укахви аппа 95 çула çитейрĕ. Вăл качча кайманччĕ. Хăйĕн пурнăçĕн ытларах пайне çут çанталăкпа çыхăнтарнă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Сурăм вăрман хуçалăхĕнче рабочире ĕçленĕ. Астăватăп- ха: Укахви аппа йывăç лартма питĕ юрататчĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче вăл пире питомникрен кедр хунавĕсем илсе килсе панăччĕ. Çавсене шăллăмпа Левăпа пĕрле хамăр пахчана лартнăччĕ. Халĕ ĕнтĕ кедрсем тӳпенелле кармашрĕç, хăйсен çимĕçĕпе, сиплĕ мăйăрĕпе, 5 çул ка- яллах савăнтарма пуçларĕç. Феодора аппа Типвара качча тухнă. Вĕсем мăшăрĕпе виçĕ ача пăхса ӳстернĕ. Паянхи кун иккĕшĕ кун кунлаççĕ. Николай тăван ялĕнчех тымар янă. Геннадий Красноярск хулинче пурăнать. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче вăл Евдоки аппа патне хăнана килсе çӳретчĕ. Федора аппапа Евдоки аппа тата манăн кукамай Çĕрпӳ районĕнчи Патăрьел чиркĕвне çӳрени те куç умĕнчех. Турă çавăншăнах вăрăм ĕмĕр парнеленĕ пулĕ вĕсене. Феодора аппа 98 тултаричченех пурăнчĕ. Евлампи Шупашкар районĕнчи Хурамакассине качча тухнă, икĕ ывăла пурнăç çулĕ çине тăратнă. Шел те, вăл аслăк çине утă илме хăпарсан ăнсăртран ӳксе вилмеллех аманнă. Ун чухне кинемей 80 çулта пулнă.

Евдоки аппа — республика тантăшĕ. Чипер-йĕркеллĕ пулсан вăл çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче пĕр ĕмĕре çитĕ. Евдокия Мироновна 99 çул тултарнине ял-йышпа анлăн паллă тунăччĕ. Евдоки аппан ашшĕ Мирон мучи ачисемпе Çĕньялта тури урамра пурăннă. Вăл лартнă çурт ун чухне ялта чи пысăкки пулнă. Мирон мучи Шупашкарти Ехрем хуçапа ĕçлĕ çыхăну тытнă. Ялăн анат вĕçĕнче, сулахайра, кустпром пулнă. Вăл çывăхри ялсенчи халăха чăпта çаптарнă. Складра пуçтарăннă чăптана Мирон мучи Ехрем купса патне лашапа турттарнă. Каялла укçа, тăвар, пулă тата ытти апат-çимĕç тиесе килсе таврари ялсенчи халăха тивĕçтернĕ. Мирон мучи 85 çула çитсен пурнăçран уйрăлчĕ. Ăна Мăн Шетмĕ çăвине пытарнă. Мăшăрĕ, Евдоки аппан амăшĕ Ульяна кинемей, чылай маларах вилнĕ.

Евдокия Димитриева Мăн Шетмĕ шкулĕнче 7 класс пĕтернĕ. Çирĕм тултарсан Вăрманкасри вулав çуртĕнче ĕçлеме пуçланă. Хире колхозниксем патне тухса хаçат-журналти статьясене вуласа тĕплĕн ăнлантарнă, çĕнĕ кĕнекесемпе паллаштарнă. Çав вăхăтрах хастар çамрăксене пухса пултарулăх ушкăнĕ йĕркеленĕ. Вĕсемпе ялсем тăрăх çӳренĕ. Концерт, спектакль лартса савăнтарнă. 1943 çулта Евдоки аппа Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен йывăр аманса хăрах урасăр таврăннă салтакпа Илья Димитриевпа çемье çавăрнă. Ачисем çуралсан Евдокия Мироновна клуб ĕçне пăрахнă. Малтан «Искра», каярахпа Н.К.Крупская ячĕллĕ колхозра ĕçленĕ. Евдоки аппа тăхăр ача çуратнă. Шел те, иккĕмĕшĕ Владимир йывăр чире пула тăваттăра чухнех пурнăçран уйрăлнă. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Анатолий СКВОРЦОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.