Комментари хушас

3 Ака, 2020

Анне ăшши

Борис Борисов Чăваш Республикин Элĕк районне кĕрекен Тури Вылă ялĕнче 1939 çулхи ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче çуралнă. Вăл А.Талвир ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ, тавра пĕлÿçĕ, Чăваш наци академийĕн академикĕ, педагогика ĕç ветеранĕ, пултаруллă çыравçă тата тĕпчевçĕ.

Ачалăхĕ унăн хаяр вăрçă çулĕсенче иртнĕ, çамрăклăхĕ те çĕршыв ура çине тăнă вăхăтпа пĕр килнĕ. Ун чухне, иртнĕ ĕмĕрĕн 40-50-мĕш çулĕсенче, никама та çăмăл пулман. Шупашкарти Чăваш патшалăх педагогика институчĕн историпе филологи факультетĕнчен вĕренсе тухсан Элĕк районĕнчи Ураскилтри вăтам шкулта хĕрĕх çула яхăн вырăс чĕлхипе литератури вĕрентнĕ. Пурнăçĕ çинчен каласа кăтартма хăйне сăмах парар-ха.

— Эпĕ çемьере кĕçĕнни пулнă. Манран асли: Коля пичче, Раис аппа. Аслă икĕ пичче çамрăклах чирлесе вилнĕ. Эпир çапла виççĕн ÿсрĕмĕр. Атте вăрçа кайнине ас тумастăп. Мамак /эпир асаннене çапла чĕнетпĕр/ каланă тăрăх, вăл мана çÿле çĕкленĕ те: «Эпĕ таврăнаймасан та мăрьерен тĕтĕм тухма пăрахмасть. Манăн кĕçĕн ывăл пур», — тенĕ. «Эпĕ таврăнаймастăп. Ачасене вĕрент», - хушса хăварнă вăл аннене.

Вăрçă çулĕсем çав тери йывăр пулчĕç. Çиме çăкăр çук. «Мамак, манăн çăкăр çиес килет», — йĕретĕп. Унăн аллинче çĕçĕ кăна, çăкăр çук. «Касса парăттăм та… çĕççи мăка, касмасть», — тет. Пĕчĕк ачана лăплантарма пĕлнĕ вĕт-ха. Пĕрре кукамай патне кайрăм. Пĕр урамрах, хире-хирĕçлех пурăнаттăмăр. Кашнин валли пĕрер чĕлĕ çăкăр парса ячĕ вăл. Чиперех илсе çитертĕм, пурне те парса тухрăм. Хама валли панă чĕлле кайран çиме пытарса хутăм. Пăхатăп та — çăкăр çук. Шăшисем çисе янă. Эх, мĕнле макăртăм!

Аннесем кунĕн-çĕрĕн колхозраччĕ. Пирĕн анне капан ăста купалатчĕ. Çавăнпах ăна улăм ури тутарнă. Тырă çапнă чухне йĕтем çинче молотилкăна кĕлте ярса тăратчĕ. Анне çĕрле киле таврăнсан мĕнле савăнаттăмăр. Ĕне пурччĕ пирĕн, ăна çитерме мамакпа çывăхри вăрмана çÿреттĕмĕр.

1946 çул. Вăрçă чарăннă ĕнтĕ. Халăх çĕнтерÿшĕн савăнать. Эпĕ пĕрремĕш класа ялти шкула çÿреме пуçларăм. Атте вăрçăран чиперех таврăннăччĕ. Унпа пĕртăван икĕ пиччĕшĕ вăрçă хирĕнчех выртса юлчĕç. Пиччĕшĕн Володьăн хĕрĕ Иулияна, ялта Юля тенĕ, Хусанти медицина институтĕнче вĕренчĕ. Инкепе иккĕшех пурăнатчĕç. Тăхăнма пальто çукран атте салтак шинелĕнчен çĕлетсе пачĕ. Чиперех вĕренсе тухрĕ Юля. Элĕк район больницин тĕп тухтăрĕ те пулчĕ, РФ тава тивĕçлĕ тухтăрĕ ята тивĕçрĕ.

Аттепе анне пиччепе аппана вĕрентес тесе Штанаш шкулне укçа та тÿлетчĕç. Ашшĕ пуррисен çулталăкне 150 тенкĕ памаллаччĕ. Тăрăшнă, вĕрентнĕ ачисене. Эпĕ ялти çичĕ çул вĕренмелли шкула çÿреттĕм-ха ун чухне. Çав çулсенчен асра юлни: пирĕн яла Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай килсе кайни. Ку эпĕ тăваттăмĕш класра вĕреннĕ чухне, 1950 çулта, пулчĕ. Александр Артемьевпа эпир хирĕç пурăнатпăр. Икĕ поэт, Çĕнтерÿ салтакĕсем пирĕн ялта! Атте патне кашни кун пыратчĕç, мамакпа нумайччен калаçатчĕç. Пĕррехинче, шкултан таврăнсан, мана та сăвă калаттарчĕç. Çавăн чухне мана Петĕр Хусанкай чăвашла та, вырăсла та лайăх вĕренме пил пачĕ. Çак саманта эпĕ хам пурнăçра яланах асра тытрăм.

Пиччепе аппа Штанаш шкулĕнчен вĕренсе тухсан пĕлÿ илме Шупашкара çул тытрĕç. Кашни кун малалла-каялла 6 çухрăм утатчĕç. Мана та çав çул кĕтнĕ ĕнтĕ. Пирĕн телее, 1952 çулта, хамăр ялтан виçĕ çухрăмри Ураскилтре вăтам шкул уçрĕç. 1953 çулта эпĕ ялти шкултан çиччĕмĕш класран Мухтав хучĕпе вĕренсе тухрăм. Канаша медучилищĕне вĕренме каясшăн эпĕ. «Çак пĕчĕк ачана килтен мĕнле кăларса яратăр? Акă Ураскилте вăтам шкула кайтăр», — терĕç кÿршĕсем. Çав çулхине аслă пичче Шупашкарти пединститутран биологипе хими факультетĕнчен вĕренсе тухнăччĕ. Ăна ачасене вĕрентме Иркутск облаçне ячĕç. Раис аппа медицина сестри пулма хатĕрленетчĕ. Çапла мана тăван килтех хăварчĕç.

Вăхăт хăвăрт шăвать, виçĕ çул та сисĕнмесĕрех иртрĕ. 1956 çулта вăтам шкул пĕтерни çинчен алла аттестат илтĕмĕр. Эх, мĕн тери малалла вĕренме каяс килет. Никита Хрущев вăтам шкул хыççăн икĕ çул ĕçлемесĕр аслă шкула вĕренме каймалла марри пирки указ кăларчĕ. Вăрçă хыççăн юхăннă çĕршыва ура çине тăратмалла пулнă. Ĕçлекенсем кирлĕ. Икĕ çул тăван колхозра вăй хутăм. Вăхăт сисĕнмесĕрех иртрĕ. Шупашкарти И.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне вĕренме кĕтĕм. Экзаменсене лайăх тытрăм. Петĕр Хусанкай пилне асра тытса чăвашла та, вырăсла та лайăх вĕренме тăрăшрăм.

Паянхи пекех асра: анне лаша кÿлсе килчĕ те пире Нина Григорьевăпа, кÿршĕ хĕрĕ ун чухне студентка, вун çичĕ çухрăмри Элĕке ăсатрĕ. Александр Артемьев Штанашра вĕреннĕ чухне библиотекăна вун çичĕ çухрăм çуран утнă вĕт! Халĕ ĕнтĕ эпĕ те студент. Анне çав тери ăшшăн ăсатрĕ. Çапла эпĕ Шупашкарта 5 çул вĕрентĕм. Вĕреннĕшĕн укçа тÿлемелле марччĕ ĕнтĕ, лайăх вĕренсен хамăра стипенди тивĕçетчĕ. Тăрăшрăм. Аттепе аннене кулянтармарăм.

Ăслăлăхпа туслашрăм, студентсен ăслăлăх обществине те илчĕç мана. Вырăсла-чăвашла словарь пичетленсе тухнăччĕ. М.Сироткин сĕннипе çавна хак парса çыртăм. Малти вырăна тухрăм. Пире, ăслăлăхпа аппаланакан студентсене, Ленинграда экскурсие ячĕç. Яланлăхах асра юлчĕ ку.

Алла диплом илсен Украинăра хĕсметре тăтăм. Унтан таврăнсан Ураскилтри вăтам шкулта хĕрĕх çула яхăн вырăс чĕлхипе литератури вĕрентрĕм. Кашкăр нумайччĕ ун чухне, çул урлах каçса каятчĕç. Хăра-хăра утнă кÿршĕ яла. Шкул кĕтнĕ пире.

Саккăрмĕш класра вĕренеттĕм-ха ун чухне. Мамак пире апат çитерсе кăларса ячĕ. Каялла таврăннă тĕле унăн чĕри тапма чарăннăччĕ. Утса çÿренĕ çĕртех вилнĕ хайхи. Коля пичче Иркутскран таврăнаймарĕ, чĕрепе аптраса вăтăр çултах çĕре кĕчĕ. Аттепе аннене пысăк хуйхă çапрĕ. Вăрçă суранĕсем канăç паманнипе атте 60 çула çитсен уйрăлса кайрĕ пиртен. Аппа качча кайса виçĕ ача çуратнăччĕ ĕнтĕ. Çапла аннепе иксĕмĕр тăрса юлтăмăр. Аспирантура çинчен шухăшламалли те çук. Иван Андреев гуманитари институтне ĕçлеме илнĕччĕ. Ăçтан пăрахса каям-ха эпĕ аннене? Унăн ăшшипе çитĕннĕ кĕçĕн ывăлĕ-çке эпĕ. Апла пулин те ăслăлăх çинчен шухăшлама пăрахман. 12 кĕнеке, вĕренÿ пособийĕсем кăлартăм. Анне виçĕ çул вырăнпах выртрĕ, вăй çитнĕ таран пăхрăм ăна.

Ураскилт шкулне чăваш чĕлхипе литератури вĕрентме Вениамин Дмитриев килчĕ. Ăна ман çума çирĕплетрĕç. Вăл ăслăлăх çулĕ çине тухма ĕмĕтленетчĕ. Вениамин Иванович килни маншăн çĕнĕ сывлăш пырса кĕнĕнех туйăнчĕ, — каласа кăтартать педагогика ветеранĕ.

— Борис Иванович мана педагог ăсталăхне нумай вĕрентрĕ. Тĕлĕнеттĕм унран. Чапшăн нихăçан та çунмастчĕ вăл. Ачасене юратса ĕçлетчĕ. Пултаруллă учитель вĕрентни аспирантурăна кĕрсен те, ачасем валли учебниксем çырнă чухне те кирлĕ пулчĕ. Ĕçри туслăх çирĕпленсех пычĕ. Петĕр Хусанкайăн «Тури Вылта туй сикет» поэми пирки, «Юхма Мишши пултарулăхне шкулта вĕрентесси» тата ытти вĕрентÿ пособийĕсене пĕрле çырса кăлартăмăр.

Ĕçри юлташăм шкулта ачасене вĕрентнĕ хушăрах халăх сăмахлăхне пухрĕ. Уйрăмах Тури Выла ялĕнче нумай ĕçлерĕ. Çапла «Выля юхать выляса» кĕнеке кун çути курчĕ. Мана ĕçре нумай пулăшнăшăн чĕререн тав тăватăп ăна, — тет Вениамин Димитриев.

— Юрать-ха эсĕ пур, кĕçĕн ывăлăм, мана пăхаканни, — тетчĕ анне. Аттепе анне ăшшине епле манăн-ха? Шкула апат çитерсе ăсататчĕ. Таврăннă тĕле те сĕтел çинче вĕри апат пăсланатчĕ. Аннесем пулсан пурнăç лайăх, — палăртать Борис Иванович.

Роза ПЕТРОВА-АХТИМИРОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.