Комментари хушас

Виталий Петровичӑн «Паянхи кĕнекесем хула ачисем валли мар» шухӑхĕпе, паллах, килĕшме май çук. Чӑн та, Герольд Лукоянов «Савăнăç кĕнеки» çырса тĕслĕх кӑтартрĕ, маттур пулчĕ. Çакна та каламалла: вӑл пуçламӑш классем валличчĕ. Каярахпа вырӑс чĕлхиллĕ ( «Хула шкулĕсенче чăваш чĕлхине вĕрентмелли учебниксем» тени те тĕрĕсех мар, кĕнекесемпе хулара çеç мар, Тутар, Пушкӑрт, Самар, Чĕмпĕр облаçĕсенчи, Пӑрачкав, Улатӑр районĕсенчи ял шкулĕсенче ) шкулсем валли ЧПУ профессорĕ И.А.Андреев çырма пикенчĕ. Вӑт асапланаччĕç ачасем филологи наукисен докторĕ çырнӑ кĕнекесемпе. Карахпа Вĕренӳпе çамрӑксен политикин министерстви «Вырӑс шкулĕсенче чăваш чĕлхине вĕрентмелли учебниксем хатĕрлесси» конкурсра, тĕлĕнмелле те, ЧППУ, ЧПУ профессорĕсемпе доценчĕсем, ЧРИОпа гуманитари институчĕн сотрудникĕсем мала тухаймарĕç, комисси икĕ номинацире те (1-4 классем, 5-9 классем) Шупашкарти 59-мĕш шкулта чӑваш чĕлхи вĕрентекен Галина Абрамова учитель-практикӑн проекчĕсем ӑнӑçлӑ пулнине палӑртрĕ.
2009 çулхи Пĕтĕм Раççейри конкурсра Г.В. Абрамова хатĕрленĕ вĕренӳпе методика комплексĕ (УМК) I вырӑн йышӑнма пултарчĕ. Икĕ теçетке ытларах çул канмасӑр ĕçлесе автор 1-9 классем валли 9 учебник, учительсем валли 5 меслет кĕнеки, кашни класс валли 2-шер «Ӗç тетрачĕ», чӑваш чĕлхине вырӑс шкулĕсенче вĕретмелли ПРОГРАММĂСЕМ çырма пултарчĕ. Чӑвашлӑха ун пек талпӑнса туртакан тепĕр автор пур – Елена Енькка. Вӑт, патшалӑх шайĕнче вĕсене хисепленине курасчĕ, массӑлла информаци хатĕрĕсенче те вĕсен ĕçĕсене хакланине (пропагандӑланине) питех курман. Интернет уçлӑхра, ав, Елена Викторовнӑна «Чӑваш халӑхĕн Паттӑрĕ (Геройĕ тесе вулӑр)» парасшӑн. «Если бы у меня было такое право, я бы Елене Енькка присвоил звание ГЕРОЙ ЧУВАШИИ! Люблю и уважаю таких людей». Е тата: «Елена Енькка пек çынсене министăра лартмалла. Пурăна-киле, тен, пирĕн элтепер те пулса тăрĕ» тата ыт те.
«Мана учебник тума сĕннĕ пулсан ăна пачах урăхла хатĕрлĕттĕм – çăмăлрах, уçăмлăрах, кирлĕрех», - тесе çырать Виталий Петрович. Лайӑх шухӑш. Чӑваш академикĕ пулсан та, ман шутпа, тата çакна ӑнланмалла: пĕрремĕшĕнчен, вырӑс шкулĕнчи ачасене, сахалтан та пĕр вунӑ çул чӑвашла вĕрентмелле (тем тесен те опыт кирлĕ!!! 60 çул каялла Урмаелпе Пашьелте вĕренти мар çке-ха паянхи аçтахасене ӑс парасси), иккĕмĕшĕнчен, вырӑс шкулĕнче чӑваш чĕлхине вĕрентмелли меслетлĕхе (методикӑна) те пĕлмелле пек (Станъяла тĕнче чĕлхеçĕ пек мар, паллӑ литературовед тата сӑвӑç пек пĕлет), виççĕмĕшĕнчен, Шурсухал сӑмахĕнчен паянхи учебниксем йывӑр, уçӑмсӑр тата кирлĕ мар пек пулса тухать.
Надежда Георгиевна! Çак сӑмахсене чӑнах та Станъял каланӑ-и е ку Сирĕн провокаци?!!! Вырӑс чĕлхиллĕ шкулсенче титул чĕлхине Чӑваш Енре эрнере 1 сехет вĕрентмелле тунӑ, ӑна та пулин ашшĕ-амӑшĕ ирĕк панипе çеç. Вӑт мĕн пирки чан çапмалла паян!
ЧРИОри пĕлĕшсем ытти региосенчи лару-тӑрупа паллашнӑ та тĕлĕннĕ: Тутар, Пушкӑрт тата ытти республикӑсенче тӑван чĕлхене тапкӑчпа читлĕхе хӑваламаççĕ Чӑваш Енри пек. Маларах Сорос проекте пурнӑçа кĕртсе хӑш-пĕр докторсемпе доцентсем чĕлхемĕре «Орфографипе» тӳпелерĕç, халĕ ачасене тапӑрта (классене пĕрлештерсе) вĕренткеленĕ пек туса, чӑваш чĕлхи учителĕсене ĕçсĕр хӑварса мӑшкӑллаççĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.