Комментари хушас

10 Нарăс, 2020

Олег Николаев пилĕк çуллăх план хатĕрлеме сĕнет

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура республикăн адреслă инвестици программине 2019 çулта мĕнле пурнăçлани, 2020 çулхи плансем çинчен вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Иван Моторин каласа пачĕ.

Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне асăннă программăна кĕртнĕ объектсем валли федераци тата республика бюджечĕсенчен 6,66 миллиард тенкĕ уйăрнă. Ку çулталăк лимичĕн 88,9% танлашать. Пĕтĕмпе — çичĕ теçетке ытла объект. Çав шутра строительство ĕçĕсен пурнăçланă пайĕ ытла та пĕчĕккисем те пур. Ĕçсем юлса пыраканнисен шутĕнче Иван Борисович шкулсемпе садиксене, газ котельнăйĕсене, Правительство, филармони çурчĕсене, Шупашкарти Университет урамĕнчи çулсене, виççĕмĕш çурма ункă-çула проектлассине, ыттисене асăнчĕ.

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан вара инвестици программипе ĕçсем кал-кал пыманнин сăлтавĕсене эпир малашлăха тĕплĕ курса тăманнинче те курать. Çавăнпа вăл çитес пилĕк çулта республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче хута ямалли социаллă пурнăçпа культура объекчĕсен, ытти объект кăтартăвĕсене пĕтĕмлетекен хăйне евĕр банк йĕркелеме сĕнчĕ. Олег Алексеевич шучĕпе, çакă темиçе тĕллеве пурнăçлама май парĕ:

Пĕр енчен, çак проектсене пурнăçлассине кашни тапхăрта — проектласси, строительство, хута ярасси — тĕрĕслесе тăрассине тивĕçтерĕпĕр. Унсăр пуçне çапла планлани проектсене пурнăçлас ĕçе бизнес тытăмĕсене те явăçтарма май парĕ. Вĕсем хăйсен укçине ăçта, хăш проектсене хывма май пуррине курса тăрĕç.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Рубрика: