Комментари хушас

4 Feb, 2020

Çамрăксен парламентаризмĕн аталанăвне сÿтсе яврĕç

Чăваш Республикинче çамрăксен парламентаризмне мĕнле аталантармалла? Шăпах çак ыйтăва сÿтсе яврĕç паян Правительство çуртĕнче иртнĕ семинар-канашлура.

Ку мероприятие ЧР Патшалăх Канашĕн Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕпе пĕрле Патшалăх Канашĕ çумĕнчи Çамрăксен общество палати йĕркеленĕ. Семинара уçнă май Комитет председателĕ Вячеслав Рафинов хĕрсемпе каччăсем çамрăксен парламент тытăмĕсен ĕçне хутшăнни лидер пахалăхĕсене аталантарма пулăшнине палăртрĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕ Альбина Егорова республикăри парламент çумĕнче 1997 çултах Çамрăксен общество палатине туса хунине пĕлтерчĕ. Унăн йышĕнче хальхи вăхăтра ЧР Патшалăх Канашĕн виçĕ депутачĕ пулнине каларĕ. Спикер çамрăксен палатисен ĕçĕ Чăваш Енĕн обществăпа политика пурнăçĕн пĕр пайĕ пулса тăмалла терĕ.

Семинар-канашлура çамрăксен парламент тытăмĕсене туса хурассипе тата вĕсен йышне камсене кĕртессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç. Республикăри кашни муниципалитетрах çамрăксен парламентне йĕркелемеллине палăртрĕç. Ку енĕпе Патшалăх Канашĕ çумĕнче ятарлă ĕç ушкăнĕ туса хума йышăнчĕç.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.