Комментари хушас

5 Утă, 2014

Ĕçчен çыншăн пур çул та уçă

Уяртсанах ял çынни пахчана тухрĕ. Çумăрпа ÿссе кайнă çум курăкпа кĕрешмелле, çырла та пиçет авă. Сывласа тăранмалла мар ырă шăршă - тин кăна çулса пăрахнă курăк шăрши - хуçаланать тавралăхра. Анкартинче, уйра утă пакусĕсемпе куписем куçа илĕртеççĕ... Ял ĕçченĕн пушă вăхăт пĕртте çук çулла. Çапах та çак вăхăта кăмăллать вăл, унăн илемĕпе киленме те, уявсенче канма та пĕлет.

Юмахри пек...

Илемлĕ пĕр кун Етĕрне районĕнчи Мăн Явăша пырса кĕтĕмĕр. Капаш пÿрчĕсемпе, таса урамĕсемпе тÿрех илĕртрĕ вăл. Сăваплă Николай ячĕллĕ чиркÿ, «Выла» физкультурăпа спорт комплексĕ, пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕн офисĕ - йăлтах çĕнĕ. Кунтах парк та, ача-пăча лапамĕ, шкул пурри пурнăç вĕресе тăнине палăртаççĕ. Çĕнĕ урам хута кайни, патшалăх тĕрлĕ программипе усă курса çуртсем çĕкленни ял çыннисемпе администраци ертÿлĕхĕн тăрăшулăхне çирĕплетеççĕ. Кунашкал чаплă ФСК, республикăри райцентрсемсĕр пуçне, нихăш ялта та çук-ха! Унти тренажер залне халăх тÿлевсĕрех сывлăха çирĕплетме çÿрет. Ку юмах мар - чăнах та çапла. Советскинчен, Ачакран та çынсем килеççĕ. Икĕ хутлă çуртра культура çурчĕ те, библиотека та вырăн тупнă. Чÿречисенчен пăхсан пĕтĕм ял ывăç тупанĕ çинчи пекех курăнать. Тем чухлĕ тинкерсен те çапкаланчăксемпе ĕçкĕçсене асăрхамарăм. Чылайăшĕ вырăнтах хăйсен ĕçне йĕркеленĕ, фермер хуçалăхĕпе, суту-илÿпе тупăш тăвакансем те сахал мар. Ахальтен мар ку тăрăхра пушă выртакан çĕр çук, кашни лаптăка хуçисем типтерлĕн пăхса тăраççĕ. «Ялтах укçа ĕçлесе илме пулать, калча ÿстерсе, милĕк çыхса сутатпăр. Сĕт юр-варĕ те тупăш кÿрет. Арçынсем техникăпа калăмран калăма çÿреççĕ», - палăртать ял-йыш. «Пурнăç йывăр, укçа çук», - тесе кахал кăна нăйкăшать çав. Чăннипех кăмăла кайрĕ ку ял.

Купса хушамачĕ

Мăн Явăшри Расторгуевсем патне çул тытрăмăр. Тĕрĕсрех, Виссарион Михайловичсем патне. Расторгуевсен йăхĕ çав тери йышлă. Тăвансем пĕр урамрах пурăнаççĕ, çурчĕсем пĕри тепринчен чаплă. Ĕлĕкех вĕсем пуян ратă шутланнă, пыл туса илессипе, суту-илÿпе чапа тухнă тесен те йăнăш мар.

Авалах, XVIII ĕмĕртех, тăхăмсенчен пĕри Мускава ĕçлеме кайсан çак хушаматпа таврăннă. Унта вăл 2-мĕш гильди купси патĕнче пурăннă, чылай çĕнĕлĕх вĕреннĕ. Купса чăваш арçыннине ĕç хатĕр-хĕтĕрĕпе пĕрле хăйĕн хушаматне те парнеленĕ. Яла таврăнсан арçын та суту-илÿ пуçарнă. Анчах вăл туса лартнă икĕ хутлă çуртсенче ачисем ырлăх курса пурăнайман, революци вăхăтĕнче тухса тарма тивнĕрен яла килсе курăнман. Купса 1898 çулта çĕкленĕ пÿртсем халĕ те лараççĕ. Вĕсемпе малтанах шкул, кайран клуб, фельдшер пункчĕ евĕр усă курнă.

Несĕл йывăççи

Виссарион Михайлович - 77 çулта, вăл 40 çул ытла шкулта ĕçленĕ, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентнĕ. Мăшăрĕ çĕре кĕнĕ хыççăн икĕ çула яхăн пĕчченех пурăнать. Хисеплĕ ватă чылайранпах несĕл йывăççине тĕпчет. «Эпĕ вилсен ачасемпе мăнуксем тăванĕсене, кампа пĕрле ĕçсе-çинине пĕлччĕр хăть», - уçăмлатать ÿркенменскер. Унăн ашшĕ Михаил Степанович икĕ вăрçа хутшăннă. 1918-1922 çулсенче вăл нимĕç улпучĕ патĕнче тыткăнра пурăннă, лашасем пăхнă. «Михел, акă сана словарь, кашни кун 15 сăмах вĕрен», - хушнă ăна хуçа. Çапла 4 çулта Михаил нимĕçле ирĕклĕн калаçма кăна мар, юрлама та хăнăхнă. Улпут ăна хăйĕн патĕнче яланлăха хăварма, хĕрне качча пама та килĕшнĕ. Анчах чăваш каччин чунĕ тăван тăрăхах туртнă. Кунта вăл пуш-пушă, чÿречисене хăмапа çапса хăварнă, тĕп çурта таврăннă. Кăштахран çак ял хĕрĕпе Марфăпа çемье çавăрнă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланиччен мăшăр 7 ача çуратма ĕлкĕрнĕ. 1942 çулта Михаил Степанович, 50-ран иртнĕскер, фронта тухса кайнă, Псков облаçĕнчи Великие Луки таврашĕнче çапăçнă. Нимĕçле лайăх пĕлекенскер тăлмачă та пулнă. «Атте çĕрле кĕперсем тунă çĕрте чылай нуша курнă. Çавăнтах хамăр ялти Аверьян та ĕçленĕ, анчах тĕттĕмре пĕр-пĕрне курайман вĕсем, - каласа кăтартать Виссарион Михайлович. - Анне пире, 7 ачине, мĕнле асаппа çитĕнтернине аса та илес килмест, ăна хăвăрах тавçăратăр пулĕ...» Вăрçăран Михаил тĕрĕс-тĕкелех таврăннă, ун хыççăн 8-мĕш пепкине кун çути кăтартнă.

Вĕренни - çутă

Марфа Дмитриевна хутла пĕлмен, çапах та математика задачисене тĕшмĕртнĕ вăл, ăсрах питĕ хăвăрт шутланипе пурне те тĕлĕнтернĕ. Темле йывăр пулсан та хăйĕн тĕпренчĕкĕсене вĕрентессишĕн тăрăшнă Марфăпа Михаил. «Советскине - 15 çухрăм, 8-мĕш класа унти шкула çăпата сырса кайрăм. Вĕреннĕшĕн 150 тенкĕ тÿлемеллеччĕ. Çапах та атте-анне мана та, пиччене Генăна та шкула ячĕ. 300 тенкĕ - çемьешĕн пысăк тăкакчĕ», - аса илчĕ Виссарион Михайлович. Расторгуевсен 8 ачинчен 6-шĕ аслă пĕлÿ илнĕ, пурте вырăс чĕлхи учителĕ пулса тăнă, хĕр ачасем çеç вĕренеймен, вĕсен пысăк йыш валли пир тĕртсе çи-пуç çĕлеме, кил-тĕрĕшри ытти ĕçпе пиçĕхме тивнĕ.

Виссарион Михайлович хĕсметре чухне журналистикăпа кăсăкланнă. Çар хастар корреспондентне маршал Тав хучĕпе чысланă. Гонорарпа яш «Победа» сехет туяннă. Ăна паянхи кунчченех упрать вăл. Шел, лешĕ «утма» пăрахнă ĕнтĕ. Çар хыççăн йĕкĕте Урал университечĕн журналистика факультетне вĕренме йышăннă. Унта Виссарион Расторгуев куçăн мар майпа 3 çул ăс пухнă, кайран Шупашкарти аслă шкула вырăс филологи факультетне 5-мĕш курса тÿрех куçнă. Пурнăç çулне вăл тăван ялти шкулпа çыхăнтарнă.

Хуçалăхра - сурăх кĕтĕвĕ

Виссарион та, Геннадий те авлансан мăшăрĕсене тĕп киле илсе пынă, пĕр пÿртре вĕсем 4 çул пурăннă. Тĕпелте икĕ кинпе хунямăшĕ хуçалансан та чашăк-тирĕк шакăртатни пулман çемьере. «Аннене эпир алă çинче йăтса çÿреме хатĕрччĕ. Пĕр-пĕрне сивĕ сăмах каласа курман. Кĕçĕн кине вĕрентсе каланине эпĕ те ăша хываттăм та ĕçе вăл каланă пек пурнăçлаттăм», - каласа кăтартать Геннадий Михайловичăн мăшăрĕ Нина Демидовна.

Геннадий Михайловичпа Нина Демидовна Расторгуевсем патне те çитрĕмĕр. Иккĕшĕ те вĕсем ĕмĕрĕпех учительте тăрăшнă, «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Сăмах май, Расторгуевсен династийĕ 1500 çултан та иртнĕ, паянхи кун та вĕсен тăхăмĕсем вĕренÿ тытăмĕнче тăрăшаççĕ.

«Тивĕçлĕ канăва тухсан та пулла кайма вăхăт тупаймастăп. Карта хыçĕнчи пĕвене карп та ятăм ĕнтĕ», - паллаштарать пурнăçĕпе Геннадий Михайлович. Вăл та, унăн ывăлĕсем те - хурт-хăмăр ăстисем. Хисеплĕ çак ватăсем канма пĕлеççĕ-ши? Килти хуçалăхра вĕсен паян - 53 пуç сурăх-путек. Ялта çак выльăха тытакан çукпа пĕрех халĕ, ял кĕтĕвĕнче те ĕнесем кăна. Расторгуевсен сурăхĕсем уйрăм çÿреççĕ, вĕсене ачисемпе мăнукĕсем, ватăсем хăйсем те черетпе пăхаççĕ. Çулталăкра миçе хутчен какай шÿрпи çиеççĕ-ши кусем? Ăна та, шашлăкне те пĕçерсех тăраççĕ-мĕн. «Хуран тĕпĕнче юлман-ши?» - апат вăхăчĕ тахçанах иртнĕрен явăнчĕ пуçра шухăш. Шÿрпине тĕпленĕ пулин те сĕтел çине сурăх какайĕ тухса ларчех. Ырă кăмăллă хуçасем турилккене чышкă пысăкăш аш татки хурса пачĕç...

Чун киленĕçĕ тупăш та кÿрет

Мăн Явăш тăрăх эпир Виссарион Михайловичăн кинĕпе Маринăпа çÿрерĕмĕр. Çĕмĕрле районĕн пики телейне çак ялта тупнине, кунтан илемлĕрех вырăн уншăн çуккине пытармарĕ. Расторгуевсем мĕн ĕлĕкренех пыл хурчĕ тытнă, халĕ те кашнинех анкартинче вĕлле ларать, вăрманта утар тытакан та пур. Чун киленĕçĕпе пĕрлех тупăш та кÿрет-çке вăл. Маринăпа Михаил, тĕслĕхрен, пыл сутма Мускава çитеççĕ. Чăвашсен паха таварне хапăлласах туянаççĕ-мĕн унта. Ĕçченшĕн пур çĕрте çул уçă, тĕрĕсех ку та...

Пыл, сурăх какайĕ çисе Алина ИЗМАН çÿренĕ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.