Комментари хушас

28 Юпа, 2019

«Йăлтах кадрсенчен килет»

Çак каларăш паян та кивелмен. Сăмах кунта Ачасемпе çамрăксен пултаврулăхĕпе талантне тупса палăртакан тата аталантаракан «Эткер» центрĕнче ĕçлеме пултаруллă преподавательсене ĕçе явăçтарасси пирки.

Паян ЧР Правительство çуртĕнче «Ачасемпе çамрăксен пултарулăхĕпе талантне тупса палăртакан тата аталантаракан «Эткер» попечитель канашĕн ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ. «Чăваш Енре юлашки çулсенче ачасемпе çамрăксен пултарулăхне аталантарма тĕрлĕ площадка йĕркеленĕ. Калăпăр, Канашра цифра пĕлĕвĕ паракан центрта пулса курма тивнĕччĕ. Çамрăк ăрăвăн ăс-хакăлне аталантарма пысăк нухрат уйăрни хăйĕн «çимĕçне» паратех. Эпир Пĕтĕм Раççейри «Сириус» центрпа та пуринчен маларах çыхăну тытма пуçларăмăр. Çак центрта юлашки тăватă çулта Чăваш Енрен 40 преподавательпе 200 вĕренекен пĕлĕвне ÿстерчĕç», - пĕлтерчĕ Михаил Васильевич.

Пултаруллă ачасемпе çамрăксене тупса палăртас, вĕсене талантне аталантарма пулăшакан центра «Эткер» ят парас терĕç. Халĕ пулас ку центрта юсав ĕçĕсем пыраççĕ, оборудовани вырнаçтараççĕ. Ăна раштав уйăхĕн вĕçĕнче уçма палăртаççĕ. Унта çамрăксене пултарулăхне аталантарма 30 преподаватель пулăшĕ. Профильлĕ пĕлÿ пама вара ытти специалистсене те явăçтарĕç. Кадрсене хатĕрлеме республикăри тĕп вузсем пулăшĕç. Тĕплĕнрех — «Хыпар» хаçатăн черетлĕ кăларăмĕнче.

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.