Комментари хушас

26 Юпа, 2019

Финансăн çемье фестивалĕ иртрĕ

Паян ЧР Вĕрентÿ институтĕнче Финансăн çемье фестивалĕ иртрĕ. Ăна Пĕтĕм Раççейĕн перекетлĕх эрнелĕхĕпе /юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче уçма палăртнă/, РФ Финанс министерстви пулăшнипе çĕршывра пиллĕкмĕш хут йĕркелекенскерпе, çыхăнтарчĕç. Перекетлĕх эрнелĕхĕ - социаллă проект, тĕллевĕ - укçа-тенкĕ çаврăнăшне йĕркелессипе Раççей халăхĕн пĕлĕвне ÿстерме тата çынсене финанспа тĕрĕс усă курма пулăшасси.

Фестивале ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - финанс министрĕ Светлана Енилина тата вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов уçрĕç.

- Республикăра пурăнакансен укçа-тенке тĕрĕс тăкаклассипе çыхăннă пĕлĕвне ÿстерессишĕн Чăваш Енĕн Финанс министерстви çуллен тĕрлĕ мероприяти ирттерет, - терĕ Светлана Александровна. - Кăçал финанс фестивальне вĕрентÿ институтĕнче çемьесене, ачасене, учительсене пухса йĕркелес терĕмĕр. Унта республикăри банксем, страхлакан компанисем, микрокредит паракансем хутшăнаççĕ. Фестиваль мероприятийĕсем укçана перекетлĕ тытассипе, унпа усă курассипе ашшĕ-амăшĕн тата ачасен пĕлĕвне ÿстерме пулăшасса шанса тăратăп.

Фестивале хутшăннисем «Ачасене финанс тĕлĕшпе тĕрĕс йышăнусем тума мĕнле вĕрентмелле?», «Пулас пенсионерсен укçа-тенкĕ çаврăнăшне йăнăшмасăр йĕркелес тесен еплерех çулпа пымалла?», «Кăткăсси - акцисен рынокĕ - çинчен: ансат чĕлхепе», «Финанс енĕпе паракан воспитани», «Çемьен финанс сывлăхĕ» темăсемпе лекцисем итлерĕç.

«Финанс енĕпе пĕлÿ пухакансен çĕршывĕнче курса çÿрени», «Усăллă укçа-тенкĕ», «Харпăр хăй финансне планласси», «Пурнăçна хăв йĕркеле», «Çитĕннисен пурнăçĕпе пурăнма вăхăт» ыйтусемпе вăйăсем ирттерчĕç.

Çамрăксемпе «Çемье бюджечĕ» тата «Финанс килĕшĕвне ăса илетпĕр» темăсемпе мастер-классем йĕркелерĕç. «Укçа-тенке хăрушлăха кĕртсе ан ÿкер», «Финанссене мĕншĕн планламалла тата тĕллевсене мĕншĕн пăхăнмалла?», «Финанссем. Вĕсене тĕрĕс еплерех планламалла?» ыйтусемпе ирттернĕ лекторисенче ĕçлерĕç. Укçа-тенкĕпе тĕрĕс усă курассипе çыхăннă ыйтусене уйрăммăн çĕклекенсем те пулчĕç. Вĕсене финанс эксперчĕсем хуравласа ырă сĕнÿсем пачĕç.

Фестиваль пынă вăхăтрах финанс пĕлÿлĕхĕ енĕпе куравсем /кунтах республикăн «Финанссемпе туслаш» конкурсне хутшăннисен ĕçĕсене кăтартрĕç/ ĕçлерĕç, укçа-тенкĕ çаврăнăшне тишкерсе çырнă кĕнеке-брошюра сутрĕç.

Раççей Перекет банкĕн, «Промсвязьбанк», «Хоум кредит банк», «Россельхозбанк», «Финам», Патшалăхăн шутланман наци пенси фончĕн, страхлакан компани представителĕсем экспертсем, спикерсем, модераторсем пулчĕç.

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ.

Рубрика: 
Теги: