Комментари хушас

16 Юпа, 2019

Уйрăм программа хамăра та çине тăрса ĕçлеме хистет

«Уçă калаçу», - ытларикун Правительство çуртĕнче журналистсемпе йĕркеленĕ тĕл пулу тĕллевне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тÿрех çапла палăртрĕ те — çакă тÿрре тухрĕ темелле. Журналистсем республикăн пĕрремĕш çыннипе курнăçнипе туллин усă курчĕç: икĕ сехет ытла тăсăлнă тĕл пулура республикăн социаллă пурнăçпа экономикăн хăвăрт аталанăвĕн уйрăм программи çинчен тĕплĕн ыйтса пĕлчĕç, çивĕч ытти ыйту хуравне илчĕç.
Калаçу хайхи уйрăм программăран пуçланчĕ. Михаил Васильевич палăртнă тăрăх, хальлĕхе вăл проект шайĕнче. Анчах ăна тата пирĕн евĕр хăвăрт аталантармалли ытти регионăн çакнашкал планĕсене иртнĕ эрнере РФ Правительствин пуçлăхĕ Дмитрий Медведев ирттернĕ канашлура пăхса тухнă — халь программăна «якатас» ĕç пырать.
Чăваш Енĕн 2035 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн стратегийĕ пур, унăн тытăмĕнче — республикăн 22 аталану программи. Уйрăм план вара вĕсене пырса тивмест, унта хушма мероприятисем, экономикăна инвестици хывассипе, çынсен тупăшне ÿстерсе чухăнлăха сирессипе çыхăннăскерсем, кĕреççĕ. Вĕсене пурнăçлама хывакан укçа пĕтĕмпе 61 милиард тенкĕпе танлашмалла. Çийĕнчен Раççей Правительстви тата 10 миллиард тенкĕ хушма пултарать — çак ыйтăва тишкереççĕ.
«Асамлăх кĕтни вырăнсăр, ăнăçу пултăр тесен хамăрăн çине тăрса ĕçлемелле», — тенĕ май регион ертÿçи инвестицисен калăпăшне ÿстерессипе çыхăннă чăрмавсем çинче чарăнса тăчĕ. Калăпăр, пирĕн Раççей шайĕнчи пуян предпринимательсен ТОП-50 йышне кĕрекен предпринимательсем, Вексельберг пеккисем, çукки. Тутартсанрах унашкаллисем пур. Чăн та, тутарсем нефтьпе те пуян. Эппин, вĕсене çитĕнтермелле. Çакăн валли никĕс пур. Чăваш Ен пилĕк çул ĕнтĕ Раççейĕн ырă инвестиции климачĕн наци рейтингĕнчи лидер регионсен шутне кĕрет — çакă бизнеса илĕртме пулăшмалла.
Хальлĕхе вара, шел, Канашра, монохулара, ĕçлемешкĕн те бизнес представителĕсене шырама тивет. Налук енĕпе мĕнешкел пысăк çăмăллăхсем — пурпĕр черет тăмаççĕ. Экономика аталанăвĕ шăпах çаврăнăçуллă çынсем çинче никĕсленет, «предпринимательсене спекулянтсен вырăнне хуни тĕрĕс мар. Вĕсем ĕç пуçарса, çынсене ĕçпе тивĕçтерсе хăйсем çине пысăк яваплăх илеççĕ».
Журналистсенчен пĕри инвестицисен калăпăшĕ çуллен чакса пынăшăн ÿпкеленине хуравлăнă май регион ертÿçи çак лару-тăрăва уçăмлатрĕ. Хăй вăхăтĕнче Çĕнĕ Шупашкарта «Хĕвел» предприятие хута янă: 30 миллиард тенкĕ инвестиции хывнă та — ку енĕпе кăтарту чннипех пысăк пулнă. Унтан «Трактор завочĕсем» концерн предприятийĕсем «такăннă» — çакă ĕç-пуçа татах япăхлатнă. Паян вара «Трактор завочĕсен» тытăмне кĕрекен предприятисем тăваттăшĕ те кал-кал ĕлеççĕ — вĕсен малашлăхĕ йĕркеллĕ.