Комментари хушас

3 Утă, 2014

Химиксен хулинче çĕнĕ пулăм

Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан тутарсем çак кунсенче авалхи йăла-йĕркене пăхăнса Руслан Валитова çара ăсатнă. Хăйне евĕр çак мероприятие химиксен хулин имамĕ Минкадир Резяпов, Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн культура пайĕн пуçлăхĕ Владимир Макаров тата асăннă хулари çар комиссариачĕн пуçлăхĕ Сергей Баранов хутшăннă.

Мăсăльмансемшĕн йĕкĕте арçын тивĕçне пурнăçлама хĕсмете ăсатасси калама çук пысăк пулăм. Вăл çамрăкăн çывăх çыннисемпе юлташĕсемшĕн кăна мар, ял, хула çыннисемшĕн те пĕлтерĕшлĕ. Унта халăх чĕнмесĕрех пухăнать. Салтака каякан киле тĕрĕс-тĕкел таврăнтăр тесе йăла-йĕркене тĕп-тĕрĕс тытса пыма тăрăшаççĕ. Малтанах мучисемпе арçынсем, каччăсемпе арçын ачасем кăна пухăнаççĕ. Вĕсем кĕçех салтак ятне илтекен яша варрине лартаççĕ, кĕлĕ вулаççĕ, лайăх служба, тăнăç пурнăç сунаççĕ. Ун хыççăн пухăннисене пловпа, чейпе сăйлаççĕ. Сĕтел çине яланах тăвар хураççĕ. Чак-чакпа çырла кукăлĕ те тутанаççĕ. Арçынсем хыççăн çамрăка хĕрарăмсем пиллеççĕ. Вĕсенчен пĕри кĕлĕ вулать. Часрах киле таврăнма ырă сунаççĕ. Сумлă хăнасем те сăмах каланă. «Тутар йăли-йĕркине чĕртсе тăратнă, çара çапла ăсатни пирĕн хулашăн çĕнĕ, ырă пулăм»,- палăртнă Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн культура пайĕн пуçлăхĕ Владимир Макаров.

Çапла ăсатнă Руслан Валитова пухăннисем.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.