Комментари хушас

17 Авăн, 2019

Лав хускалчĕ…

Килес çул республика Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине паллă тума хатĕрленет. Юбилей çынсен асĕнче тăрса юлтăр тесен мĕнле паллă ĕçсем тумалла-ха?

Йĕркелÿ комитечĕ çак тата ытти ыйтăва паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă ларура пăхса тухрĕç. «Юбилей — уяв мероприятийĕсене йĕркелемелли сăлтав кăна мар. Вăл çĕнĕ социаллă объектсем уçнипе те палăрса тăмалла», — терĕ Михаил Васильевич. Çакна çирĕплетсе вăл Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнине уявлама хатĕрленнĕ май культура учрежденийĕсене, вĕрентÿ, медицина организацийĕсене тĕпрен юсама, çĕннисене хута яма палăртни çинчен пĕлтерчĕ. Çавăн пекех ялсемпе хуласене хăтлăх кĕртесси, тирпейлесси, илемлетесси — уяв умĕнхи тĕллевсен шутĕнче. «Ку ĕçсене çынсене ытларах явăçтармалла. Ишĕлнĕ карта-хуралтăна юсама, урамсене чечексемпе капăрлатма миллионсем кирлĕ мар. Халăх чун-чĕринче патриотизм туймĕсене вăратма тăрăшмалла. Чăваш Республики вăл — эпир, пирĕн çĕр. Çакна кашни ăнланма тивĕç», — терĕ Михаил Васильевич.

Юбилей çулталăкĕ Чăваш Енре пурăнакансемшĕн çеç мар, Раççей регионĕсенчи çынсемшĕн те чăннипех те асра юлмалли çулталăк пулассине ЧР культура министрĕ Константин Яковлев та çирĕплетрĕ. Çак тапхăрта республикăра çĕр-çĕр, çак шутран 37-шĕ Раççей, тĕнче шайĕнчисем, мероприяти иртмелле. РФ Президенчĕн хушăвĕпе Чăваш культурин кунĕсене регионсенче те йĕркелĕç. Кăçал — Крымра, Пушкăртра, Самар облаçĕнче, килес çул — Мускавра, Питĕрте, Тутарстанра, Ульяновск облаçĕнче, Беларуçре. Нарăс уйăхĕнче вара республикăри муниципалитетсенче уяв мероприятийĕсем пуçланĕç. Константин Яковлев районсенче тĕрлĕ курав, Чăваш киновĕн фестивалĕсем уçăлассине, ытти ĕç-хĕл пурнăçланассине пĕлтерчĕ. Михаил Васильевич çак мероприятисене йĕркеленĕ чухне «ĕç çынни пирки ытларах каласа парассине, кăтартассине шута илме» сĕнчĕ.

Уяв мероприятийĕсен хушшинче йăлана кĕнисем те, сăмахран, Акатуй, «Раççей çăл куçĕсем», «Руç ăстисем», наци тумĕсен, шыв спорчĕн тĕсĕсен фестивалĕсем пулĕç. Çавăн пекех программăна çĕннисене те кĕртнĕ. Купăсçăсен тупăшăвĕ акă пирĕн республикăра ку таранччен пулманччĕ-ха. Çавăн пекех 3 пинлĕ хор пĕрремĕш хут юрлĕ. «Нарспи», «Шывармань»… Çак тата наци пуянлăхĕ шутланакан ытти ĕçе халăх умне кăларĕç. Çавăн пекех, министр каланă тăрăх, Чăваш çĕрĕнче çуралса ÿснĕ, çĕршыв, тĕнче шайĕнче чапа тухнă ентешсем те юбилей çулталăкĕнче тăван тăрăха килсе курĕç.

Шупашкарта тĕп мероприятисем Юрă уйĕнче, «Амазони» этнопаркра, Мускав çыранĕнче иртĕç. Çав вăхăт тĕлне Хĕрлĕ тÿреме те юсаса пĕтерĕç. Министр çавна май вăл та уяв хăнисене хапăл туса йышăнасса систерчĕ. Кунта Константин Геннадиевич Чăваш Енри паллă çынсен аллейине уçассине пĕлтерчĕ: «Унта Яковлевран, Чапаевран пуçласа паян кун пысăк çитĕнÿ тунă ентешсем вырăн тупĕç. Республикăра пурăнакансемпе хăнасем вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе, пурнăçĕпе туллин паллашма пултарĕç».

ЧР Пуçлăхĕн пресс-секретарĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Сидоров уяв мероприятийĕсен программисене, юбилейпе çыхăннă проектсене хатĕрленĕ чухне халăх шухăшне шута илме сĕнчĕ. «Республикăра пултаруллă çынсем питĕ нумай. Вĕсен сăмахĕ, шухăшĕ вырăнлă та, усăллă та пулĕ», — терĕ. Çавăн пекех халăх шухăшĕ уяв логотипне, слоганне хатĕрленĕ чухне те кирлĕ пуласси куç кĕрет. Олег Сидоров çирĕплетнĕ тăрăх — çав сăмах майлашăвĕн иртнине, хальхине, пулассине çыхăнтармалла, чăваш çĕрĕн тараватлăхне, кунта пурăнакансен ăш пиллĕхне кăтартмалла. Хăй енчен вăл «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» /вырăсла — «Чувашия — это мы!»/ каларăш Чăваш автономийĕн 100 çулхи юбилейĕпе аван килĕшсе тăрассине палăртрĕ.

Логотиппа, Олег Сидоров палăртнă тăрăх, сувенирсене илемлетме усă курасшăн, Чăваш Енре туса кăларакан продукци чĕркемĕсем, этикеткăсем çине вырнаçтарасшăн. Çавăн пекех ăна общество транспорчĕ çинче те, ытти вырăнта та курма май пулĕ.

Ларăва пĕтĕмлетнĕ май Михаил Игнатьев «юбилее ĕмĕр асра ирттермелле йĕркелемеллине, çавна май уяв программине халĕччен пулман çĕнĕлĕхĕсемпе пуянлатмаллине» палăртрĕ.