Комментари хушас

3 Авăн, 2019

Бесланри ачасене асăнса

Раççейре авăнăн 3-мĕшĕнче терроризмпа кĕрешмелли кун тесе палăртнă. Паян Шупашкарта Бесланра 15 çул каялла инкек кÿнĕ трагедие асра тытса Асăну кунĕ иртет.

Асăннă хулара 15 çул каялла авăнăн пĕрремĕшĕнчи линейкăра террористсем ачасене, вĕрентекенсене тата ытти хăнана заложнике илнĕ. 3 куна тăсăлнă тискерлĕхре 300 çын пурнăçран уйрăлнă, çав шутран 186-шĕ — ачасем.

Паян республикăри шкулсенче терроризма хирĕç кĕрешекен темăпа класс сехечĕсем иртнĕ. Шупашкарта мероприятин тĕп лапамĕ Хусанкай ячĕллĕ культура çуртĕнче иртĕ. 17.00-18.00 вăхăтра «Бесланская трагедия. 10 лет спустя» фильм кăтартĕç. Пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнисене асăнса шăплăх вăхăчĕ пулĕ. Асăну кунне Росгварди управленийĕ, кинологи службин центрĕ, Чăваш Ен ШĔМĕ хутшăнĕ.

Рубрика: