Комментари хушас

Паян Шупашкарта «Пĕтĕм Раççейри халăхсен туслăхĕ» Пĕтĕм Раççейри акци иртрĕ. Мероприятие Раççей кунне халалланă.

Уяв колоннине Чăваш Енри 20 ытла наципе культура пĕрлĕхĕн çыннисем, общество организацийĕсен хастарĕсем, Чăваш Республикинчи халăхсен туслăхĕн ассамблеи, ĕç коллективĕсем, хула çыннисем, студентсемпе çамрăксем ертсе пычĕç. Асăннă акцие Раççейри Общество палати тата Федерацин национальноçсен ĕçĕсен агентстви пулăшнипе йĕркеленĕ. Унăн тĕллевĕ — çĕршывра, Чăваш Енре пурăнакан тĕрлĕ халăх çыннисене пĕрлештересси. Çав вăхăтрах тĕрлĕ халăх культурине аталантарасси, патриотизм туйăмне ÿстересси. Уява «Забава», «Родные просторы», «Нарспи», «Золотые родники», «Сарпике» ансамблĕсем, «Савăнăç» вокал ансамблĕ, «Вольница» халăх ансамблĕ, тутар юррисен халăх ансамблĕ «Ялкын», Чăваш Енри чеченсен хореографи ансамблĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи туркменсен хореографи ансамблĕ илем кÿчĕç.

Тĕрлĕ наци çыннисем хăйсен костюмĕсемпе Республика лапамĕнчен пуçласа Хĕрлĕ тÿреме çити утса анчĕç. Вĕсем Раççей кунне халалланă уяв концертне хутшăнчĕç. Сăмах май, «Раççейри халăхсен туслăхĕн парачĕ» акци 2014 çулта Киров облаçĕнче пуçласа иртнĕ. 2016 çулта акцие 11 регионта ирттернĕ ĕнтĕ. 2017 çулта вăл Раççейри 30 ытла регионта, çав шутра Шупашкарта та пулнă. Тĕрлĕ халăх çынни туслăх кăшăлне пухăнса пĕрле савăннине курма çав тери кăмăллă пулчĕ.

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Исключить из Яндекс-Новостей: