Комментари хушас

13 Çу, 2019

Чăваш Енĕн çар комиссарĕ çар техникин музейне йĕркелесшĕн

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура Çĕнтерÿ кунне мĕнле ирттернине тĕплĕн тишкерсе хакларĕç.

Ĕçлев министрĕ Сергей Димитриев пĕлтернĕ тăрăх, республикăра уява халланă 3,6 пин ытла мероприяти иртнĕ. Вăрçă инваличĕсемпе ветеранĕсене пурне те парнесемпе чысланă. «Вилĕмсĕр полк» акцие Чăваш Енре 22 пин ытла çын хутшăннă. Культура министрĕ Константин Яковлев уяв кунĕсенче районсемпе хуласенче Çĕнтерĕве, вăрçă паттăрĕсене халланă 14 палăк уçни çинчен хыпарларĕ.
Çар комиссрĕ Александр Мокрушин Шупашкарти парада хутшăннă çар техникине упрас ыйтăва черетлĕ хут çĕклерĕ. Каллех уçă çĕрте ларсан машинăсен управлăхĕ шанчăклă мар, çавăнпа та çар техникин музейне йĕркелени вырăнлă пулĕччĕ. Çак шухăшпа Михаил Игнатьев та килĕшет: ангар арендăна илсен çитес çул çав техникăна парада тухма хатĕрлесси те йÿнерех ларĕ.

www.hypar.ru