Комментари хушас

6 Çу, 2019

Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль вун иккĕмĕш хут йыхравлать

Шупашкарти кинофестивале ЧР Президенчĕ 2008 çулта çирĕплетнĕччĕ. Тепĕр çултан ăна çулленех иртекен мероприяти туса хучĕç.

Çак самант паянхи пекех куç умĕнче, апла пулин те кинофестивалĕн 12-мĕш йыхравне те кĕтсе илтĕмĕр. Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль кăçал çу уйăхĕн 20-24-мĕшĕсенче иртĕ. Ăна йĕркелесе ирттерсе ярас тĕлĕшпе çыхăннă ыйтусемпе çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче Наци библиотекинче пресс-конференци пулчĕ. Журналистсемпе кинофестивалĕн программа директорĕпе пултарулăх ертÿçин тивĕçĕсене 2010 çултанпа пурнăçласа пыраканĕ, Раççейри «Ника» киноискусство академийĕн академикĕ, кино историкĕ, Раççейри Оскар комитечĕн членĕ Сергей Лаврентьев, ЧР культура министрĕн заместителĕ Елена Чернова, ЧР Туризмпа культура информаци центрĕн директорĕ Максим Матросов тĕл пулчĕç.

МИХ ĕçченĕсене кăçалхи фестиваль мĕнпе уйрăлса тăни кăсăклантарчĕ. Ытти чухне унта чикĕ леш енчи фильмсене ячĕшĕн кăна кăтартнă пулсан, кăçал вара Австрали, Польша, ытти патшалăх картинисем пуласса шантарчĕç фестиваль йĕркелÿçисем. Программăра — 90 ытла мероприяти, çав шутра — илемлĕ фильмсен /10 картина/, этника тата регион киновĕн /12 картина/ конкурсĕсем, пресс-конференцисем, ăсталăх класĕсем, тĕлпулусем.

Пресс-конференцире палăртнă тăрăх — çав кунсенче Шупашкара Раççейри 10 регионтан тата чикĕ леш енчи пилĕк çĕршывран 60 ытла актер, режиссер, продюсер килсе çитмелле. Вĕсенчен хăш-пĕрин ятне асăнар-ха: РФ халăх артисчĕ Александр Пашутин, Раççей театр тата кино актерĕ Виктор Сухоруков, Раççей тата Беларуç театр, кино актриси Янина Мелехова, РСФСР тава тивĕçлĕ актриси, теле- тата радиоертÿçи Ангелина Вовк, Борис Грачевский кинорежиссер, сценарист, ыттисем.

Илемлĕ фильмсен конкурсĕн жюрине совет, Раççей, Узбекистан киносценарисчĕ, Раççей искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Ольдеша Агишев ертсе пырĕ. Йышра çавăн пекех — Рано Кубаева, Вячеслав Сорокин актерсем, Галина Долматовская киновед, писатель, Шандор Беркеши /Венгри/ кинооператор.

Регионти кино конкурсăн жюринче Кăнтăр Корея киновечĕ, режиссерĕ Хонг Санву /жюри председателĕ/, Ильшат Рахимов кинорежиссер, Алексей Бородачев кинодраматург тата пирĕн культурологи докторĕ Владимир Васильев.

Йĕркелÿçĕсем палăртнă тăрăх — кăçалхи фестивальте те Раççей прокатĕнче пулман, телекуравпа кăтартман фильмсемпе паллаштарĕç.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА.

Рубрика: