Комментари хушас

19 Ака, 2019

Чăваш Енре шалу парăмĕсене чакарассине сÿтсе яврĕç

Паян РФ Генеральнăй прокурорĕн заместителĕ Сергей Зайцев Чăваш Республикин прокуратуринче ведомствăсен хушшинчи канашлу ирттерчĕ.

Унăн ĕçне РФ Генеральнăй прокуратурин Атăлçи округĕнчи управленийĕн пуçлăхĕ Александр Окатьев, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР прокурорĕ Василий Пословский, тĕп федераци инспекторĕ Геннадий Федоров, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова, прокурорсем, ытти ведомствăсемпе министерствăсен ертÿçисем хутшăнчĕç.

Канашлура граждансен ĕç укçине вăхăтра тата туллин илмелли саккунлă прависене хÿтĕлессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç, Чăваш Енре шалу парăмĕсене чакармалли, вăхăтра ĕç укçи паманнипе ĕç хутшăнăвĕсен тытăмĕнче сиксе тухнă кăткăслăхсене пĕтермелли çул-йĕре палăртрĕç.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА.

Рубрика: