Комментари хушас

18 Ака, 2019

Чăваш Ен тата Китай: ĕçтешлĕх çирĕпленет

Çу уйăхĕн 23-24-мĕшĕсенче Чăваш Енре РФ Атăлçи округĕнчи регионсен тата Китай Халăх Республикинчи Янцзы шывĕ хĕрринчи провинцисен ĕçтешлĕхĕн канашĕн виççĕмĕш ларăвĕ иртет.

Ĕнер ĕç ушкăнĕ ЧР Правительство çуртĕнче пысăк çак мероприятие йĕркелесе ирттерессине сÿтсе яврĕ. Ларăва республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ. Унăн ĕçне çавăн пекех РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн заместителĕ Олег Машковцев хутшăнчĕ.

«Атăл - Янцзы» Раççей - Китай ĕçтешлĕхĕ 2013 çулта йĕркеленнĕ. Çулсерен проекта хутшăнакан регионсенчен пĕринче Регионсен ĕçтешлĕхĕн канашĕн ларăвне ирттереççĕ, икĕ енле ĕç-хĕл тĕллевĕсене палăртаççĕ, вĕсене пурнăçа кĕртмелли çул-йĕре уçăмлатаççĕ. Кунашкал мероприятисем Раççейри Самар, Чĕмпĕр хулисенче, Китайри Сычуань, Аньхой провинцийĕсенче иртнĕ. «Ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче Пекинта Китайри ĕçтешсемпе тĕл пултăмăр. Вĕсем Канашăн виççĕмĕш ларăвне Чăваш Республикинче ирттерме палăртнине ырласа йышăнчĕç, — терĕ Олег Машковцев. — Чăваш Енре икĕ кун ĕçлĕпĕр».

Сăмах май, çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарта Атăлçи округĕнчи тата Китайри Янцзы шывĕн çÿлти тата Вăтам юхăмĕнчи провинцисенчи аслă шкулсен ассоциацийĕн ларăвне ирттерме палăртнă. Ку ассоциацие 2017 çулхи çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче Канашăн Китайри Хэвэй хулинче иртнĕ ларăвĕнче туса хума йышăннă. Икĕ çĕршыври университетсем патшалăхсен хутшăнăвĕсене çирĕплетес ĕçе пысăк тÿпе хывнине шута илсе çак утăма тунă. Хальхи вăхăтра ассоциаци йышĕнче Атăлçи округĕнчи 50 аслă шкул, çак шутра Чăваш Енри И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ тата И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, тăрать. «Атăл — Янцзы» формат тĕрлĕ енлĕ — экономика, вĕрентÿ, ăслăлăх сферисенчен пуçласа культура, спорт мероприятийĕсем таранах — тачă çыхăнса ĕçлеме май парать. Проектпа килĕшÿллĕн йĕркеленекен ĕçтешлĕхре гуманитари енĕпе ĕçлесси те тĕпре тăрать», — терĕ ЧР вĕрентÿ министрĕ Сергей Кудряшов.

ЧР экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Ананьева пĕлтернĕ тăрăх - Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаç органĕсем ларусене ирттерме хатĕрленсе чылай ĕç тунă: ĕç ушкăнне туса хунă, «çул-йĕр карттине» çирĕплетнĕ, «Шупашкар - Арена» пăр керменте юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Хăнасене кĕтсе илсе ăсатасси, вĕсен канăвне йĕркелесси, Шупашкарти паллă вырăнсемпе паллаштарма экскурси йĕркелесси... Çак тата ытти саманта шута илсе йĕркелÿ ĕçĕсене пурнăçланă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç ушкăнĕ умне пысăк пĕлтерĕшлĕ çак мероприятисене çÿллĕ шайра ирттерме тĕллев лартрĕ. Йĕркелÿ ĕçĕсене пурнăçланă чухне Олег Машковцевăн, ларăва хутшăннă ытти яваплă çынсен сĕнĕвĕсене /реклама баннерĕсене, менюсене, театрти буклетсене китай чĕлхипе тĕрĕс çырмаллине, куçаруçăсен йышне çителĕклĕ пухмаллине т.ыт.те/ шута илмеллине палăртрĕ.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА.

Теги: