Комментари хушас

18 Ака, 2019

Чӑваш Ен апат пахалӑхӗпе малтисен йышӗнче

Паян ЧР Правительство ҫуртӗнче "Чӑваш Республикинче социаллӑ апатланӑва йӗркелессинчи ҫивӗч ыйтусем" темӑпа "ҫавра сӗтел" иртрӗ. Ӑна ЧР Патшалӑх Канашӗн Социаллӑ политикӑпа наци ыйтӑвӗсен комитечӗн председателӗ Вячеслав Рафинов ертсе пычӗ. Мероприятие ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем хутшӑнчӗҫ.

ЧР вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Алевтина Федорова пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри шкулсенчи ачасен 95,7 процентне вӗри апатпа тивӗҫтереҫҫӗ. Апат хакӗ вӑтамран 65 тенкӗ. Ача сачӗсенче 70 тенкӗрен пуҫласа 100 тенкӗ таранччен. Апат-ҫимӗҫе ытларах вырӑнти хуҫалӑхсенчен туянаҫҫӗ. 2010 ҫултан апат блокӗсене ҫӗнетме, хальхи йышши сивӗтмешсем туянма 250 млн тенкӗ уйӑрнӑ. Рӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн эксперчӗсем тишкернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен апат пахалӑхӗпе федерацин Атӑлҫи регионӗнче - 1, Раҫҫейре 3-мӗш вырӑн йышӑнать.

Кун пирки тӗплӗнрех "Хыпар" хаҫатӑн ҫитес кӑларӑмӗнче тӗплӗнрех вуласа пӗлме май пулӗ.

www.hypar.ru

Теги: