Каллех — транспорт реформи…
Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тунтикунсерен ирттерекен канашлура транспорт ыйтăвне те хускатрĕç.
Пассажирсене автомобиль транспорчĕпе илсе çÿрес ĕçе йĕркелес ыйтупа транспорт министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Евгений Павлов сăмах илчĕ. Тĕп хулари транспорт реформин ырă тата япăх енĕсене палăртрĕ. Автобуссен паркне бюджет укçисĕрех çĕнетни, автобуссемпе çыхăннă аварисен шучĕ чакни, троллейбус управленийĕн тăкакĕсене 76 миллион тенкĕ чухлех чакарни — лайăх улшăнусем.
Çапах кăмăлсăрри те пур: маршрутсен сетьне улăштарнă май пысăк автобуссем кирлĕ çĕрте вăтаммисем çÿреççĕ, транспорт хатĕрĕсем килсе чарăнакан вăхăт интервалĕ пысăкланнă. Хула администрацийĕн Санкт-Петербургри «Автоэкспресс-4» компанипе пассажирсене илсе çÿреме тунă килĕшĕве татма тивнине кура унăн маршручĕсене каллех вăхăтлăх перевозчиксем йышăнаççĕ. Çĕнĕ Шупашкарпа Шупашкар хушшинче ирсерен-каçсерен çивĕчлĕх пурри сисĕнет — пассажир йышлине кура ларса кайма йывăр.
Шупашкар сити-менеджерĕ Алексей Ладыков çивĕчлĕхе хăй вăхăтĕнче Санкт-Петербургри институт хатĕрленĕ реформа сĕнĕвĕсене туллин пурнăçламаннинче курать. Çав тĕллевсене тÿрре кăларас тесен пассажирсене илсе çÿрекенсем пурте саккунлă ĕçлессине тивĕçтермелле. Халь вара хăшĕсем чееленеççĕ. Вĕсем ирсерен-каçсерен, пассажир йышлă чухне, маршрут çине тухаççĕ, кайран вара, çын сахаллине кура тупăш пĕчĕк чух, ĕçлемеççĕ. Вокзалсен çывăхĕнчи территорисем тÿлевлĕ пулса тăнă май хăшĕсем хăйсем тĕллĕн пассажирсене лартмалли вырăнсем йĕркеленĕ тĕслĕхсем те пур — «Роща» çывăхĕнче, Бабушкин тăкăрлăкĕнче… 49, 21-мĕш маршрутсем çинче «таксистсем» ĕрчесе кайнă — чарăнусенчен халăха «тиесе» каяççĕ.
Михаил Игнатьев служба машинипе çÿрекен чиновниксене общество транспорчĕн ыйтăвĕсемпе интересленме чĕнсе каларĕ — пĕр-пĕр чарăнура халăх кĕпĕрленсе тăнине асăрхасан курмăш туса ан иртĕр. Çĕнĕ Шупашкар администрацийĕн пуçлăхĕ Ольга Чепрасова, авă, планеркăна килнĕ чух та сăнанă: çапла, халăх чарăнусенче йышлă, анчах автобуссем пĕрин хыççăн тепри пырса чарăнаççĕ — çынсем лара-лара каяççĕ. Регион ертÿçи транспорт çÿревне йĕркеленĕ чух пассажирсен интересĕсене тĕпе хумаллине тепĕр хут аса илтерчĕ. Хальлĕхе çакă ялан тÿрре тухмасть. Трактор заводĕнче пулнă май унта ĕçлекенсем кăмăлсăрланни пирки каларĕ: каçхине 22 сехетре ĕçрен тухаççĕ — общество транспорчĕ çук, ларса каяймастăн…
«Чее» перевозчиксене вара вырăна лартмалла — ку енĕпе полици пулăшăвĕ кирлĕ, мĕншĕн тесен çакă çынсен хăрушсăрлăхне пырса тивет. Çав шутра пассажирсене хăйсем тĕллĕн илсе çÿрекенсене те чармалла. Михаил Васильевич вун-вун машина куллен Шупашкартан çынсене тĕрлĕ çĕре илсе кайнине, каялла илсе килнине те пĕлет. Вĕсен пулăшу ĕçĕсем йÿнĕрех те — çынсене çакă илĕртет. Хăрушсăрлăх çине алă сулаççĕ — çакăнпа çырлахма юрамасть. Тĕп хула влаçĕсем Шупашкарти транспорт çÿревне йĕркелеме сĕнÿсем хатĕрлессине каллех Нева çинчи хулари института шанса парас тенине вара вăл хирĕç: «Вĕсене эсир пысăк укçа тÿленĕччĕ. Анчах вĕсем кунта пурăнмаççĕ те — Шупашкар патриочĕсем мар. Хамăрăн çынсене шанса пани вырăнлăрах…»
Николай КОНОВАЛОВ.